Ентешлĕх – пысăк пуянлăх
Комсомольски районĕн "Кĕтне" ентешлĕхне йĕркеленĕренпе 22 çул çитрĕ. Çирĕм икĕ çул! Пĕр пăхсан, ку нумай та мар, сахал та мар, çав вăхăтрах — нумай та ку, сахал та... Çак вăхăтра ентешсем çулсерен пухăнса савăнма май тупрĕç. Вăл çеç-и? Пурте пĕрле пухăнса мĕн чухлĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçларĕç пулĕ. Пĕтĕмпех районта пурăнакансен куçĕ умĕнче. 2019 çулта эпир Комсомольски районĕ 80 çул тултарнине паллă турăмăр. Акатуй уявне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ентешсем килсе çитрĕç. Акă, январĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче иртнĕ савăнăçлă уява та ентешĕмĕрсем йышлăн пухăнчĕç. Унта хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хулара тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан ентешсемпе ветерансем, çавăн пекех район де