Республикăран – каллех çĕнтерÿпе
Асанкасси вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан ачасен кĕçĕн классенченех технологи кружокĕсенче тĕрлĕ модельсем тăвассинче ăсталăхне ÿстерсе пырса, вĕсемпе республикăри ăмăртусене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене йышăнасси çирĕп йĕркене кĕрсе çитнĕ тесех каламалла. Турнирсенче ачасем хăйсене лăпкă, хумханмасăр тытаççĕ, шанчăкĕ пурнăçа кĕрессине малтанах курса тăраççĕ пулмалла, тĕрлĕ лару-тăрура çухалса каясси те çук вĕсен. Ракета, самолет, карап, автомобиль, хут çĕлен моделĕсене пысăк ăсталăхпа ăмăртусене хутшăнма хатĕрлеме, çĕнтерÿ тутине ÿстерме, мĕн вĕрентнине пурнăçа кĕртме, яланах мал ĕмĕтлĕ пулма ачасене технологи кружокĕн ертÿçи, шкул учителĕ В.М.Салаев вĕрентет. Кружок ĕçне тивĕçлĕ шайра йĕркелени те куç умĕнчех. Çакна республикăри кашни турнирта кружок членĕсем нумай наградăсем илни те уçç