Вторник, 30 апреля

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне – вĕренÿ пособийĕсем

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Пĕлÿ пухас ĕçре вара чи шанчăклă пулăшакансем — вĕренÿ кĕнекисем. Чăваш кĕнеке издательстви çуллахи шăрăх кунсенче çанă тавăрса ĕçлерĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне шкул ачисем валли вĕренÿ пособийĕсем, вĕрентекенсем валли меслет сĕнĕвĕсем пичетлесе кăларчĕ.
Кăçал чăваш шкулĕсенчи саккăрмĕш классем Ю.М.Виноградовпа А.С.Егорова хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ пособийĕпе тăван чĕлхене малалла тишкерĕç.
Е.В.Енькка кĕçĕн классенче /иккĕмĕш тата виççĕмĕш/ вĕренекенсем валли тăван ен историне тата культурине тарăнрах пĕлме пулăшакан «Тăван ен» /Родной край/ вĕренÿ пособийĕ хатĕрлерĕ. Унпа Чăваш Республикин тата чăваш диаспорин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче усă курма сĕннĕ. Иккĕмĕш классем ку пособипе паянхи Чăваш Республикипе, чăваш халăхĕпе тата Чăваш Республикинче пурăнакан ытти халăхсен культурипе, чăвашсен авалхи пурнăçĕпе, ăс-хакăл еткерĕпе паллашĕç. Виççĕмĕш классем вара иккĕмĕш класра пухнă пĕлĕве тарăнлатĕç, анлăлатĕç.
— Пособисенче концентраци принципне тĕпе хунă, — ăнлантарать çĕнĕ кăларăмсен авторĕ Елена Енькка, — кашни класрах маларах вĕреннĕ темăна тарăнрах та анлăрах тишкереççĕ ачасем. Вĕренÿ пособийĕсенче хушма материал та пур. Темăсем хыççăн ачасен пĕлĕвне тĕрĕслеме тĕрлĕ ĕçсем пур — вĕсене кĕнекерен çырса илеймĕн, пуçпа шутласа, вĕреннĕ темăпа усă курса пурнăçламалла.
Сăмах май каласан, унччен тăван ен культурине 4—9-мĕш классенче вĕреннĕ пулсан халĕ ку предметпа 1-мĕш класранах паллашма пуçлаççĕ.
— Пĕрремĕш класс валли çырнă вĕренÿ пособийĕн ал çырăвĕ хатĕр ĕнтĕ, ытти классем валли çырнă пособисенчи материала та пурнăç улшăннине кура çĕнетме тытăнатăп, — пĕлтерчĕ Елена Викторовна.
Унсăр пуçне вĕрентекенсем валли «Литература вулавĕн урокĕсем» меслет сĕнĕвĕсем /1—4-мĕш классем валли/ пичетленсе тухрĕç. Вĕсемпе Т.В. Артемьева тата О.И. Печников хатĕрленĕ «Литература вулавĕ» вĕренÿ пособийĕсемпе ачасене вĕрентнĕ чух усă курмалла.
Ĕçлемелли чылай. Чăваш кĕнеке издательствин тăван чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика сĕнĕвĕсене пичетлесе кăлармалла.
Вĕренÿ пособийĕсене пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ.
О.ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *