Пятница, 19 апреля

Акакан çĕрсем çинчен

Акакан çĕрсем çинчен

Чăвашстат «Посевные площади сельскохозяйственных культур и площади многолетних насаждений и ягодных культур» кĕнекен 4-мĕш томĕн 1-мĕш кĕнекине кăларнă. Унта тĕрлĕ ял хуçалăх культурисен, улма-çырлан лартакан-акакан лаптăкĕсем çинчен çырса кăтартнă. Çавăн пекех теплицăсемпе тата парниксемпе мĕнле усă курни, çĕрĕн пулăхлăхне мĕнле ÿстермелли çинчен те каланă.
2016 çулта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ял хуçалăх культурисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2006 çулхинчен нумай улшăнса тăмасть. Вăл 556 пин гектарпа танлашнă. Çак 10 çул хушшинче хуçалăхсен категорийĕсем тăрăх вара çĕрсем урăхла пайланнă. Фермерсен акакан çĕрĕсем 103 пин гектара яхăн ÿснĕ, ял хуçалăх организацийĕсемпе уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче вара 85 пин гектар тата 18 пин гектар чакнă.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсем 18 процент, техника культурисен лаптăкĕсем 4 хут ÿснĕ. Çакă фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсене — 4,6 хут, техника культурисен лаптăкĕсене 8,6 хут ÿстернипе çыхăннă. Унсăр пуçне техника культурисен лаптăкĕсене ял хуçалăх организацийĕсем те 3,6 хут ÿстернĕ.
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çĕрулми тата улма-çырла лаптăкĕсене пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ, пахча çимĕç тата бахча культурисен лаптăкĕсене 9 процент чухлĕ чакарнă. Фермерсем 2016 çулта çĕрулми лаптăкĕсене чылай ÿстернĕ пулсан та, пĕтĕмĕшле илсен çĕр улми лаптăкĕсем пĕчĕкленнĕ. 10 çулта çĕрулми туса илекен лаптăксем 36 процент чакнă, 2016 çулхи  июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 25 пин гектарпа танлашнă.
Ял хуçалăх культурисен тĕсĕсем тăрăх пăхас пулсан, ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене ытларах туса илнине палăртмалла. Чи нумай çĕрулми тата выльăх апачлĕх культурăсем вара граждансен килти хушма хуçалăхĕсенче туса илеççĕ.
Нумай çул ÿсекен курăксен 25 проценчĕ — ял хуçалăх организацийĕсем, 4 проценчĕ — хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем тата уйрăм предпринимательсем, 71 процента яхăн халăх çĕрĕсем çине лекет.
Çавăн пекех элитăллă вăрлăхпа акнă çĕрсен лаптăкне те шутласа кăларнă. Элитăллă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем ял хуçалăх организацийĕсенче 31,1 пин гектар çинче, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тата уйрăм предпринимательсем патĕнче 7 пин гектар çинче çитĕннĕ. Çак ушкăнăн çурри ытла /56 процент/ — элитăллă тулă.
Çавăн пекех ял хуçалăх çыравĕнче хытă туллăн, сăра тумалли урпан, шалча пăрçин, пылак кукурузăн, пылак пăрăçăн, баклажанăн, салат культурисен, арбузсен тата дыньăсен лаптă-кĕсем çинчен те çырнă.
Çак томăн электрон версийĕпе Чăвашстатăн официаллă сайтĕнче /http://chuvash.gks.ru/ паллашма пулать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *