Воскресенье, 22 ноября

Тӗнче шайӗнче палӑрнӑ

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ спорт тусӗсем Раҫҫейри анчах мар, тӗнче  шайӗнчи ӑмӑртусенче те палӑраҫҫӗ.

Акӑ Дмитрий Владимирович Козин кӑҫалхи октябрӗн 16-18 мӗшӗсенче Мускав облаҫӗнчи Мытищири «Дружба» спорт комплексӗнче  пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче палӑрнӑ. Планета ҫинчи чи вӑйлӑ ҫынсем хушшинче тупӑшнӑ. «Выртса 100 килограммлӑ штангӑна тӳрӗ тытса темиҫе хут йӑтасси» дисциплинӑра вӑл пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Дмитрий — пограничник-ветеран, Чӑваш Республикинчи  «Пограничниксен тӑванлӑхӗ» обществӑлла организацин членӗ. Вӑл маларах ту ку енӗпе ҫитӗнӳсем чылай тунӑ. Выртса штангӑна ҫӗклес енӗпе  тава тивӗҫлӗ  спорт мастерӗ, штанга ҫӗклессипе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ ятсене тивӗҫнӗ. Выртса штанга ҫӗклес енӗпе темиҫе хутччен те Раҫҫей тата Европа чемпионӗ пулнӑ,Кремель Кубокӗшӗн пынӑ тупӑшура ҫӗнтернӗ.Бицепс ҫинче экстремаллӑ майпа штанга ҫӗклес енӗпе Еврпопа шайӗнчи ӑмӑртура малти вырӑн йышӑннӑ.  Ку ҫитӗнӳсем ахаль пулман. Дмитрий Владимировича куллен хӑнӑхусем туни, тренировкӑсем ирттерни, палӑртнӑ тӗллевсем патне ӑнтӑлни ҫитӗнӳсем тума май панӑ. Спортри пӗрремӗш утӑмсене вӑл хамӑр патра шкулта вӗреннӗ чухнех тунӑ. Ачасемпе ҫамрӑксен унран тӗслӗх илмелли пур. Дмитрий хӑйне хӑй шаннипе, вӑй-халне ӳстерсе пынипе пысӑк шайри ӑмӑртусене хутшӑнма тивӗҫлӗ пулнӑ. Вӗсенче вӑл яллӑ вырӑнта ӳссе ҫитӗннӗ ҫын та хӑйӗн кӑтратӑвӗсемпе тӗнче шайӗнче палӑрма пултарнине ҫирӗплетсе панӑ.  Малашне те ун ҫитӗнӳсем килсех тӑччӑр.

Евгений Тихонов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *