Воскресенье, 22 ноября

Ял ӗҫченӗн тӑрӑшулӑхӗпе ҫитӗнет ӑнса тырри-пулли, пахча-ҫимӗҫӗ

Ял ӗҫченӗн тӑрӑшулӑхӗпе ҫитӗнет ӑнса тырри-пулли, пахча-ҫимӗҫӗ

Уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесен, кӗр мӑнтӑрӗпе ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑйсен уявне пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Кӑҫал вӑл округра октябрӗн 27-мӗшӗнче иртрӗ. Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикинче Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен килӗшӳлӗхӗн ҫулталӑкӗсем пулнӑ май кӑҫалхи уяв пирӗн округшӑн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Уй-хирте, фермӑра, халӑх хуҫалӑхӗн ытти отраслӗсенче тӗпрен илсен чӑваш, тутар, вырӑс тата ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ пӗрле, туслӑн, килӗштерсе ӗҫлет, ҫитӗнӳсем тӑвать.

Ӗҫченсене — тав

Комсомольскинчи  культура ҫуртӗнче уява килекенсене хаваслӑ юрӑ-ҫемӗпе кӗтсе илчӗҫ. Фойере ял хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен продукцийӗсемпе паллашма май пулчӗ.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уҫрӗ. Пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламласа хастар ӗҫшӗн тав турӗ. Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн  начальникӗ Фарад Зейнетдинов   ял хуҫалӑх  тата тирпейлекен промышленноҫ предприятийӗсен  кӑҫалхи ӗҫӗ-хӗлӗпе, экономика кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. «Уй-хирти ӗҫсем нихӑш ҫул та ҫӑмӑл пулман. Кӑҫал та ҫӗр ӗҫченӗсем нумай йывӑрлӑхсемпе тӗл пулчӗҫ. Апла пулсан та вӗсем мӗн палӑртнине вӑхӑтра акса-лартса хӑварма пултарчӗҫ. Ҫанталӑк условийӗсене пӑхмасӑр  пуҫтарса кӗртрӗҫ. Вӗсем ҫакӑншӑн чӑннипех те тав сӑмахне тивӗҫлӗ», — палӑртрӗ Фарад Феридович.

Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Анатолий Такмаков салам сӑмахӗсем каланӑ май Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем яланхи пекех тӑрӑшуллӑ пулнине асӑнса хӑварчӗ. «Урожай» колхоз трактористне И.М.Аюкова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят пани ҫинчен пӗлтерчӗ. «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн председательне Р.М.Мансурова Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне, «Слава картофелю» агрофирма уйрӑмӗн  управляющине М.В.Семенкинӑна тата «Искра» колхозӑн тӗп бухгалтерне А.В.Зайцевӑна РФ ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотисемпе, «Урожай» колхоз механизаторне С.Г.Смирнова тата  «Рассвет» ЯХПК трактористне В.П.Коноплева Тав хучӗсемпе чысларӗ. Округри  ӗҫченсем ЧР ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсене те тивӗҫрӗҫ.

Уявра наградӑсем чылай пулчӗҫ.  Чӑваш республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Р.Ф.Егоров, округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин тата ыттисем те ӗҫре палӑрнисене Хисеп грамотисемпе чысларӗҫ.

Округри ӗҫченсене округри  Обществӑлла палата председателӗ К.С.Мифтахутдинов, округӑн Хисеплӗ гражданинӗ П.С.Краснов тата ыттисем те сӑмах илсе саламларӗҫ.

Фарад Зейнетдинов лайӑх ӗҫлесе пыракан предприятисене Дипломсемпе наградӑларӗ. Ял хуҫалӑхне ӑнӑҫлӑ тытса пырас тата ӳсен-тӑран отраслӗнче пысӑк тухӑҫ илес, ял хуҫалӑх техникине упрас тӗлӗшпе палӑрнӑшӑн пӗрремӗш степеньлӗ Дипломсене «Слава картофелю» агрофирма тивӗҫрӗ. Ҫак енсемпе кӑтартуллӑ ӗҫленӗшӗн «Комсомольские овощи» агрофирмӑна иккӗмӗш степеньлӗ Дипломсемпе наградӑларӗҫ. «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативне выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнчи пысӑк кӑтартусемшӗн 1-мӗш, ял хуҫалӑхне ӑнӑҫлӑ тытса пынӑшӑн 3-мӗш, ӳсен-тӑран отраслӗнчи ӳсӗмсемшӗн 3-мӗш степеньлӗ Дипломсем пачӗҫ. «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнчи кӑтартусемшӗн тата ял хуҫалӑх техникине упрас енӗпе палӑрнӑшӑн 2-мӗш степеньлӗ Дипломсем илчӗ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнчи кӑтартусемпе «Урожай» колхоз 3-мӗш степеньлӗ Диплом илме тивӗҫ пулчӗ. Фермер /хресчен/ хуҫалӑхӗсем хушшинче ӳсен-тӑран отраслӗпе  «Родина» ООО,  выльӑх-чӗрлӗх отраслӗпе  Атласкинӑн фермер хуҫалӑхӗ палӑрнӑ. Ял хуҫалӑх техникине упрас енӗпе «Искра» колхоз ӑнӑҫлӑ ӗҫленине палӑртнӑ. Вӗсене пурне те Дипломсемпе наградӑларӗҫ.

Округри ӑмӑртура палӑрнӑ механизаторсемпе водительсене, комбайнерсене, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансене те наградӑсемпе чысларӗҫ.

Уява хаваслӑх кӗртес тесе  сцена ҫине тухса юрӑ-ташӑ ӑстисем  хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарсах пычӗҫ. «Кубняночка» вокал ансамблӗн, Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн, «Раздолица» ансамблӗн тата ытти пултарулӑх коллективӗсен номерӗсене залра ларакансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ.

Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Ҫӑкӑр ҫитӗнтерекенсем, сӗтел ҫинче сӗт-ҫу, аш-какай пултӑр тесе тӑрӑшакансем чыс-хисепе тивӗҫлӗ.

Хисеплӗ ята тивӗҫнӗ

Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе иртнӗ уявра  И.Х.Миннетуллина округӑн «Хисеплӗ гражданинӗ» ят парса чысларӗҫ.

Комсомольскинче пурӑнакан Илдус Хадзятович Миннетуллин нумай ҫул районти ял хуҫалӑх управленийӗн тӗп агрономӗнче ӗҫленӗ. Вӑл вӑхӑтра унӑн пӳлӗмӗнче  пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсен  специалисчӗсем татӑлмасчӗҫ. Хӑй те час-часах ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пулса уй-хирпе паллашатчӗ. Ҫӗр ӗҫ технологине лайӑхлатас, вӑрлӑхсен пахалӑхне ӳстерес  тата ытти енсемпе нумай тӑрӑшатчӗ. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май парас тесе специалистсемпе вырӑна тухса канашлусем ирттеретчӗ. Районта ял хуҫалӑх отрасльне аталантарас тесе нумай ӗҫленӗ.

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та Илдус Миннетуллина яланах ҫынсем хушшинче курма пулать. Вӑл — агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен округри  уйрӑмӗн председателӗ, округри Обществӑлла палата членӗ. Округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнать. Ял хуҫалӑхӗнче  ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнисен пурнӑҫӗпе интересленсе тӑрать.

Илдус Хадзятович  «Каҫал ен» хаҫатӑн ҫывӑх тусӗ те. Унпа нумай ҫул вӑл тачӑ ҫыхӑну тытать. Тӗп агрономра ӗҫленӗ вӑхӑтра  уй-хир хыпарӗсене пӗлтерсех тӑратчӗ, хӑй те ҫӗр ӗҫ технологийӗпе ҫыхӑннӑ статьясем пичетлесе кӑларатчӗ. Паянхи кун та вӑл час-часах редакцире пулать.  Ял хуҫалӑхӗн ветеранӗсене саламлать, ветерансен организацийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарсах тӑрать.

Илдус Миннетуллинӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ районти ял хуҫалӑх отраслӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑннӑ та мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайиччен ҫакӑнта тӑрӑшнӑ. Хастар  ӗҫшӗн вӑл патшалӑх нумай наградисене тивӗҫнӗ.

 Хаҫатӑн тусне, округ аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ специалиста, общество пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне хастар хутшӑнакана саламласа малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Гелия Гинатуллина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *