Чӑвашра яланах ҫирӗп ҫемьене хакланӑ тата ашшӗне хисепе хунӑ. Унӑн ҫемьене упрамалла, ачасене ӑса вӗрентсе ура ҫине тӑма пулӑшнисӗр пуҫне пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшмалла? Ҫак йӗрке авал та пулнӑ: халӗ те пур. Паянхи ашшӗсем общество ӗҫӗнче палӑраҫҫӗ, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулаҫҫӗ. «Папафест» мероприятинче эпир округри Ашшӗсен Канашӗн председателӗпе Михаил Васильевич Ананьевпа тӗл пултӑмӑр та хӑш-пӗр ыйтусене уҫӑмлатрӑмӑр.
– Михаил Васильевич, эсир ашшӗсен канашне миҫе ҫул ертсе пыратӑр?
— Округри ашшӗсен канашӗнче эпӗ виҫӗ ҫул тӑрӑшатӑп. Ҫак вӑхӑтра нумай мероприятие хутшӑнма тата вӗсене йӗркелме пултартӑмӑр. Ашшӗсене ытларах обществӑлла ӗҫе явӑҫтарас тата пушӑ вӑхӑта ҫемьепе ирттерес тӗллеве пурнӑҫа кӗртсе кашни ҫулах округра «Папафест» мероприяти йӗркелесси йӑлана кӗчӗ. Унпа пӗрлех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитарлӑ пулӑшу пуҫтарассине те хастар хутшӑнатпӑр. Шкул ачисемпе тӑтӑшах экскурсисем, профилактика калаҫӑвӗсем иртеҫҫӗ. Акцисене, рейдсене те яланах хутшӑнатӑп, тӗрлӗ савӑнӑҫлӑ мероприятисенчен те айккинче юлман. Ӗҫ чӑннипех те тӗрлӗ енлӗ.
_ Михаил Васильевич, эсир мӑшӑрпа, Дария Ивановнӑпа, виҫӗ ача ҫитӗнтеретӗр. Ачасене воспитани парас ӗҫре, сирӗн шутпа, ашшӗн мӗнле пулмалла?
– Ман шутпа, ашшӗ вӑл – чи малтанах ҫемьен никӗсӗ. Маншӑн чи хаклӑ самантсем шӑпах та ҫемьепе, килпе ҫыхӑннӑ. Эпӗ ӗҫрен килсе пурте сӗтел хушшине ларасса кӗтетпӗр. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче кампа мӗн пулса иртнине пӗрле сӳтсе яватпӑр, шкулта мӗнле паллӑсем илнӗ, урока хатӗр-и… Ку вӑл пирӗн килти тӗп канашлу темелле. Паллах, пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ҫемьепе вӑрмана каятпӑр е дачӑна ҫул тытатпӑр. Ҫакӑн пек самантсенче эпӗ хама чӑннипех те телейлӗ тесе шутлатӑп.
– Ҫамрӑк ашшӗсем чылай чухне хӑйсем ҫемьери йывӑрлӑхсене ҫӗнте-рейменнишӗн тата «питӗ лайӑх» ашшӗ пулайманнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Мӗн сӗннӗ пулӑттӑр вӗсене?
– «Питӗ лайӑх» пулма тӑрӑшмалла мар. Ачасене пурне те ӗлкӗрекен робот евӗр ашшӗ кирлӗ мар. Юнашар пулни, ӗҫрен ывӑнса килсен те ачапа пӗрле сӗтел хушшине ларса урок тума пулӑшни е алла мечӗк тытса футболла выляни — ҫакӑ паха. Ачасем ҫӗнӗ тетте ҫуккишӗн каҫараҫҫӗ, анчах та эсир тимлӗх уйӑрманнине вара – ҫук. Ашшӗ чи малтанах ачасене тӗслӗх парать. Енчен те арҫын ача ашшӗ урамра ӗҫленине, хӗрарӑмсене хисепленине, кӳршӗсем умӗнче сӑмах тытнине курать пулсан хӑй те ун пекех ҫитӗнет. Шкул ачасене пӗлӳ парать пулсан, пирӗн вара, ашшӗсен, вӗсене хӑйсене обществӑра мӗнле тытмаллине вӗрентмелле. Ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн ачасене яланах: «Эпӗ мӗн каланине кӑна мар, эпӗ мӗн тунине пӑхӑр»: — тетӗп. Акӑ килти хуҫалӑхра е пахчара ӗҫленӗ чухне ывӑлсем: Саша, Леша, Дима яланах манпа юнашар. Ман ҫине пӑхса пӑта ҫапма вӗренеҫҫӗ, хӑйне май мӗн те пулин ӑсталама тӑрӑшаҫҫӗ. Эпӗ вӗсене чӑрмантармастӑп, ӗҫлесе пӑхччӑр. Ҫемье вӑл — ҫӗршыв пуласлӑхӗ. Ку вӑл лозунг кӑна мар. Ҫӗршыв вӑйӗ тӳремӗнех ҫемье ырӑлӑхӗнчен килет.
— Пирӗн округра ҫемьесене канӑва ачасемпе йӗркелеме, вӑхӑта пӗрле ирттерме майсем ҫителӗклӗ-и?
_ Чӑнах та, ача-пӑча тата спорт лапамӗсем муниципалитетра чылайланчӗҫ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен территорийӗсенче ачасене выляма ятарлӑ лапамсем пур. «Кӗтне» ФСК-ра та сывлӑха ҫирӗплетме пур услови те ҫителӗклӗ, кӑмӑл ҫеҫ пултӑр. Ялсенче те ҫӗнӗ йышши спорт вырӑнӗсем, вылямалли лапамсем юлашки ҫулсенче нумай турӗҫ. Ҫемьепе вӑхӑта усӑллӑ ирттерме кӑмӑл ҫеҫ пултӑр. Ӗҫри шухӑшсенчен пӑрӑнса ачасемпе пӗрле уҫӑлма та пулин тухӑр. Ачасем питӗ хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ. Шӑпах халӗ, паян, вӗсемпе юнашар пулма тӑрӑшӑр!
— Тавах калаҫушӑн.
Алевтина Ефремова.

