Воскресенье, 22 ноября

Баскетболла вылянӑ

Иртнӗ эрнере «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри шкулсенче вӗренекенсем баскетболла выляса тупӑшнӑ.

Малтан 2011 ҫулта ҫуралнӑ тата кӗҫӗнрех ӳсӗмри хӗрачасен 7 команди площадкӑра вӑй виҫнӗ. Вӗсем вӑйӑсенче команда пӗрлӗхне кӑтартса ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ. Чи пултаруллисем  вара Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк спортсменкӑсем пулнӑ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче вӗренекекен хӗрачасен туслӑ команди иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята  Мария Мамуткина, «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» ята Александра Петрова, «Чи лайӑх вылякан» ята Мария Денисова тивӗҫнӗ.

Ҫак ӳсӗмри арҫын ачасем хушшинчи тупӑшу та хӗрӳ иртнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 5 командӑра вылякан кашни ача  хӑйсен ӑсталӑхне туллин кӑтратма тӑрӑшнӑ. Хӗррӳ тупӑшура чемпион ята Комсомольски  1-мӗш вӑтам шкулӗн команди алӑран вӗҫертмен. Комсомольски  2-мӗш вӑтам шкулӗн команди 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Урмаел вӑтам шкулӗн команди 3-мӗш вырӑн  ҫӗнсе илнӗ. Александр Наумова «Чи лайӑх тапӑнса вылякан», Глеб Смирнова «Чи лайӑх хӳтӗленсе вылякан»,  Алик Тимкина «Чи лайӑх вылякан» номинацисенче палӑртнӑ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ҫумӗ, «Единая Россия» партин «Ача-пӑча  спорчӗ» проектӑн муниципалитетри координаторӗ Петр Порядков, ӑмӑртусен тӗп судйи Сергей Остапиенко саламланӑ, вӑйӑсенче спорт енӗн йӗркисене пӑхӑнса, пӗр-пӗрне хисеплесе выляма ӑнӑҫу суннӑ.

«Ача-пӑча спорчӗ» парти проекчӗн тӗллевӗ турнирсемпе ӑмӑртусем ирттересси анчах мар, ачасем мӗн пӗчӗкрен сывлӑхӗсене ҫирӗплетсе ӳсччӗр, пӗчӗкрен спортпа туслӑ пулччӑр тесе тӑрӑшасси те. Ку ӑмӑртусем вара ачасене пысӑк спорта кӗме май паракан малтанхи утӑмсем пулса тӑраҫҫӗ.

Ирина Ильина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *