Воскресенье, 22 ноября

Пуҫаруллӑ, хастар, мал ӗмӗтлӗ

Пуҫаруллӑ, хастар, мал ӗмӗтлӗ

Республикӑра, округра Ял хӗрарӑмӗн кунне халалланӑ мероприятисем чылай иртрӗҫ. Чи пӗлтерӗшли вара Чӑваш республикин Хӗрарӑмсен союзӗ йӗркеленӗ «Берегиня села» регион премийӗ пулчӗ. Конкурса уяв кунӗнче, октябрӗн 16-мӗшӗнче,  Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пӗтӗмлетрӗҫ. Ялта пурӑнакан маттур та хастар хӗрарӑмсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионти Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева тата ыттисем саламларӗҫ.

 «Берегиня села» регион премине тивӗҫессишӗн 21 округри  200 ытла номинант тупӑшнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тата лауреатсене 10 номинацинче палӑртрӗҫ.

 Округри маттур та хастар волонтер Минфенисе Прохорова «Благое деяние» номинацире лауреат ята тивӗҫрӗ. Саламлатпӑр!

 Минфенисе Минзекремовна чӑннипех те пуҫаруллӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын. Вӑл ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах ентеш-салтаксене пулӑшас тесе «ҫунать».

Тӑватӑ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ хӗрарӑм тӑрӑшнипе гуманитарлӑ пулӑшупа вун-вун автомашина ҫула тухнӑ, темӗн чухлӗ япала ентешсем патне ҫитнӗ. Минфенисе Прохорова тӑрӑшнипех округра  плащсемпе утиялсем ҫӗлеме тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе паян кирлӗ пек йӗркелесе пыраҫҫӗ. Кунта «Кӗмӗл ӳсӗм» центр хастарӗсем, Ирина Шипатова, Ираида Алексеева ҫӗвӗҫсем тата ялсенчи хастарсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Тӑрӑшуллӑ волонтера  ырми-канми ӗҫленӗшӗн тӗрлӗ наградӑсемпе чысланӑ. Унӑн пархатарлӑ ӗҫне регион шайӗнче палӑртни те питӗ пысӑк ӳсӗм. Ентеш ҫитӗнӗвӗнче кулленхи ӗҫ, ҫуралнӑ тӑрӑха юратни, салтаксемшӗн пӑшӑрханни,  вӗсен пурнӑҫӗшӗн тӑрӑшни курӑнать. Унӑн вӑй-халӗ ан чактӑр! Пулӑшса пыракансем те яланах ҫумра пулччӑр. «Пӗрлӗхре — пирӗн вӑй!», — ҫакна манас марччӗ.

Тӗп хулара йӗркеленӗ уява Комсомольски округ делегацийӗ те хутшӑнчӗ. Делегаци йышӗнче «Бергиня села» регионти конкурса хутшӑнакансем тата ытти пултаруллӑ хӗрарӑмсем  пулчӗҫ. Вӗсем пурте –  мӑшӑрсем, аннесем, кил хуҫи хӗрарӑмӗсем, тӗрлӗ отрасльсенче ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракансем.

Алевтина Ефремова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *