Пултаруллӑ спортсмена, мини-футбол енӗпе Раҫҫей чемпионачӗн пӑхӑр призерӗ пулнӑ Ринат Рахимзянова спорта юратакансем манмаҫҫӗ. Ҫакна «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ун ячӗпе ирттерекен йӑлана кӗнӗ республикӑри уҫӑ турнира ҫулсеренех ытларах команда хутшӑнни те ҫирӗплетет. Кӑҫалхи тупӑшура тӗрлӗ ҫӗртен килсе ҫитнӗ 9 команда вӑй виҫнӗ.
Вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ. Кашни командах ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ. Чи пултарулли Муркаш муниципаллӑ округӗнчен килнӗ «Мет Пласт» команда пулнӑ. Пур вӑйӑра та пысӑк ӑсталӑх кӑтартса ку команда 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑрмар округӗнчи «Ивановӑн хресченпе фермер хуҫалӑхӗ» команда иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Патӑрьел округӗнчи «Рассвет» команда виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Чи лайӑх вылякансене уйрӑмӑн палӑртнӑ. «Чи лайӑх либеро» ята Александр Соловьев, «Чи лайӑх ҫыхӑнуҫӑ» ята Евгений Голомысов, «Чи лайӑх тапӑнуҫӑ» ята Роман Кроюшкин, «Чи лайӑх вылявҫӑ» ята Матвей Цветков тивӗҫнӗ.
Р.Рахимзянов округри спорта аталантарас енӗпе чылай тӑрӑшнине округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗ Евгений Тихонов, депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Ремис Мансуров тата ыттисем те палӑртнӑ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту кӑҫал ултӑмӗш хут иртнӗ. Ӑна малашне те йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
/Хамӑр инф./.

