Округри шкулсенче ачасене пӗлӳ парас тӗлӗшпе вӑй хуракан мӑшӑрсем чылай. Вӗсем — хӑйсем суйласа илнӗ профессие чунтан парӑннӑ ҫынсем. Юнашар ӗмӗр ирттермелли ҫывӑх ҫыннисене мӑшӑрсенчен чылайӑшӗ пӗр-пӗрне аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ илнӗ вӑхӑтрах тупнӑ е шкулта ӗҫлеме пуҫласан паллашнӑ.
Вӑрманхӗрри Чурачӑк каччине Юрий Алексеева та Хӗрлӗ Чутай районӗн хӗрӗпе, Раисӑпа, И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институтӗнче тӗлпулма шӑпа пӳрнӗ. 38 ҫул вӗсем пӗрле килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлеҫҫӗ, савӑнӑҫне те, хуйхине те пӗрле пайлаҫҫӗ.
1988 ҫултанпа Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчен Хырхӗрри тӗп шкулне васкаҫҫӗ Алексеевсем. Малтанхи ҫулсенче ҫуран ҫӳреме тивнӗ вӗсене. Ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те, ҫил-тӑманра та, витререн тӑкнӑ пек ҫумӑр ҫусан та, шартлама сивӗре те вӗсем уроксене ӗлкӗрнӗ. Юрий вара вӑтам пӗлӳ илес тесе юнашарти Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулне ҫӳренӗ вӑхӑтра та ҫуран нумай утнӑ.
Ирхине ирех тӑрса килти ӗҫсене вӗҫлесе ҫула тухма тивнӗ. Малтанхи вӑхӑтра ҫамрӑк мӑшӑра ҫӑмӑлах килмен, паллах. «Йывӑрлӑхӗсем чылай тухса тӑрсан та ҫирӗп сӑлтавсӑр уроксене ӗлкӗрейменни пулман. Директорта тӑрӑшма пуҫласан татах та иртерех килтен тухса кайма тиветчӗ», — каласа парать Юрий Петрович.
1992 ҫулта Хырхӗрри шкул ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Тепӗр ҫул вара Ю.П.Алексеева коллектива ертсе пыма шанаҫҫӗ. Шкул ҫурчӗ ҫӗнӗ пулсан та унта хуҫалӑх ӗҫӗсем вӗҫленмен пулнӑ-ха. Ачасене пӗлӳ панипе пӗрлех вӗсене татса парас енӗпе те нумай ӗҫлеме тивнӗ, яваплӑх та палӑрмаллах ӳснӗ. Директорӑн шкул пурнӑҫне йӗркелесе пынипе пӗрлех учительсен коллективӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе те, ачасен тӗрлӗ енлӗ аталанӑвӗпе те интересленсех тӑмалла. Пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес, ачасене вӗренме кирлӗ условисем туса парас енӗпе те тимлеме тивнӗ. Кӑҫал вӑл директорта ӗҫлеме пуҫланӑранпа 33 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ҫулсенче темӗнле самантсем те пулнӑ. Хӗн пулсан та Юрий Петрович тухса тӑнӑ кӑткӑс ыйтусене ӑнӑҫлӑ татса панӑ.
Юнашар яланах ӑна ӑнланакан, кирлӗ чухне сӗнӳ-канашсем паракан мӑшӑрӗ Раиса Николаевна пулни вӑй хушнӑ. «Уроксене, класс тулашӗнчи ӗҫсене пӗрле хатӗрлетпӗр. Иксӗмӗр те физикӑпа математика учителӗсем пулнӑ май ку тӗлӗшпе ҫӑмӑлрах. Пӗр-пӗрне пулӑшма май пур. Ачасем шкула ҫӳренӗ вӑхӑтра лайӑх вӗренме тӑрӑшнӑ. Эпӗ директор пулни вӗсен яваплӑхне те ӳстернӗ», — пӗлтерет Юрий Петрович.
Раиса шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех учитель пулма ӗмӗтленнӗ. Уйрӑмах физика тата математика предмечӗсене кӑмӑлланӑ. Паян вара вӑл Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак предметсене вӗрентет. Ачасем ҫак наукӑсене юратчӑр, ытларах пӗлӳ илччӗр тесе класс тулашӗнчи мероприятсем те йӗркелеме тӑрӑшать. Шкулти пур обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑнать.
Шкултан киле таврӑнсан Алексеевсене ялта пурӑнаканӑн кил-хуҫалӑхӗнчи кулленхи ӗҫӗсем кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫу кунӗсенче выльӑхсем валли апат хатӗрлеҫҫӗ, пахчара вӑй хураҫҫӗ. Пӗр-пӗрне юратакан мӑшӑра шкулта та, килте те яланах пӗрле пулни йӑлӑхтармасть.
Пӗр-пӗрин кӑмӑл-туйӑмне курса, кирлӗ самантсенче пулӑшса пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Мӑшӑр ывӑлпа хӗр пӑхса ҫитӗнтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ачисем хӑйсене килӗшекен ӗҫ суйласа илнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхне тӗпе хурса ачисем те шкулта лайӑх енчен палӑрса тӑнӑ, хӑйсен специальноҫӗсемпе те юратса вӑй хураҫҫӗ.
Алексеевсем ачасене тарӑн пӗлӳ тата тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫре нумай ҫул чун-чӗререн тӑрӑшнӑшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ. Иккӗшӗ те район, округ администрацийӗн, Чӑваш Республикинчи вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министерствисен Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ. Вӗсем — Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ сферин хисеплӗ ӗҫченӗсем. Вӑл наградӑсенчен ытларах мӑшӑршӑн ачасем шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупни пӗлтерӗшлӗ. Пӗлӳ панӑ ачасем вӗрентекен профессине те суйласа илни Алексеевсене савӑнтарать.
Яланхиллех Алексеевсем шкула васкаҫҫӗ, хӑйсем суйласа илнӗ вӗрентекенӗн пархатарлӑ ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ.
Юрий Гаврилов.

