Воскресенье, 22 ноября

Пӗр сукмакпа 65 ҫул

Пӗр сукмакпа 65 ҫул

Ҫак кунсенче Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче пурӑнакан Ивановсене ҫемье ҫавӑрнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ ятпа округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Нямуков, «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ В.Г.Михеев саламланӑ. Вӗсем ӗҫ ветеранӗсене хастар ӗҫшӗн тав туса парнесем панӑ, малашне те пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ. Хырхӗрри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Палан» фольклор ансамблӗн членӗсем савӑк юрӑсем шӑрантарнӑ.

1961 ҫулхи октябрӗн 12-мӗшӗнче Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче туй кӗрленӗ. Ҫак ял каччи Алексей Антонович Иванов  пӗр ял хӗрӗпе Елена Еремеевнӑпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Унтанпа килӗштерсе, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнать мӑшӑр. Ивановсем ӗмӗр тӑршшӗпех  «Восток» колхозра ӗҫленӗ, чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ.

Алексей Антонович сакӑр класс пӗтерсен колхозра учетчикре тӑрӑшнӑ. Патӑрьелӗнчи СПТУра ветери-нара вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хунӑ. Сысна фермин заведующийӗ те пулма тивнӗ. Хурт-хӑмӑр енӗпе те ӗҫленӗ. Кирек ӑҫта пулсан та яваплӑха туйса тӑрӑшнӑ.

Елена Еремеевнӑн ӗҫ стажӗ 37 ҫулпа танлашать. Ҫак ҫулсенче вӑл бригадӑри нумай ӗҫе хутшӑннӑ. Хушнине яланах пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Хастарлӑхшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ.

Мӑшӑр куллен колхоз ӗҫне хутшӑннипе пӗрлех кил-ҫуртра ҫирӗп хуҫалӑх тытнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, ачасем пӑхса ҫитӗнтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ ватӑсене 7 мӑнукӗ тата вӗсен 7 ачи савӑнтарать, хавхалантарать.

Ивановсем пек нумай ҫул мӑшӑрлӑн пурӑнакан ҫемьесем ҫитӗнекен ӑрӑшун тӗслӗх пулса тӑмалла. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Хӑйсен ӗмӗрӗнче темӗнле йывӑрлӑх тухса тӑрсан та пуҫ усман, малаллах талпӑннӑ. Паянхи кун та ҫемьере килӗшӳ хуҫаланать.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *