Октябрӗн 10-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионне килнисенчен пӗрин те тунсӑхласа тӑма май пулмарӗ пулӗ. Ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлас кӑмӑл-туйӑмлӑ спортсменсене хӗвел те хӑйӗн шевлисене сапалама пӑхса ӑнӑҫлӑ финишсем сунчӗ. Ӑмӑртӑва курма килнисем старта тӑнисене кӑшкӑрса хавхалантарса тӑчӗҫ.
Ҫуллахи спорт сезонне хупнӑ ятпа ҫӑмӑл атлетика енӗпе ирттерекен «Каҫал ен» хаҫат призӗсемшӗн йӑлана кӗнӗ эстафетӑлла ӑмӑртӑва ҫитнисене округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан А.Г.Кузьмин, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗ Е.А.Тихонов, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ А.В.Ефремова, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков саламларӗҫ, спортсменсене ӑнӑҫу, пуҫтарӑннисене хавхалану сунчӗҫ. Официаллӑ ҫуллахи спорт сезонне хупсан та ҫанталӑка кура ҫуллахи спорт енӗсемпе татах та тупӑшусем пуласса пӗлтерчӗҫ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратасси ҫемьерен пуҫланать. Шӑпах ашшӗ-амӑшне кура ача та спортпа туслашать. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва 7 ҫемье хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Басниковсем, Измайловсем, Мартыновсем, Минсафиновсем, Никифоровсем, Сорокинсем, Тихоновсем старта тӑчӗҫ. Ашшӗ, амӑшӗ, 9 ҫултан кӗҫӗнрех ача черетпе 400, 300, 100 метрлӑ дистанцисене парӑнтарчӗҫ. Кунта Тихоновсен ҫемйи чи пултарулли пулчӗ. Минсафиновсем иккӗмӗш, Мартыновсем виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.
Спортри ӑсталӑх шкулсенчи физкультура урокӗсемпе пӗрлех секцисенче туптанать. Эстафетӑлла чупӑва вӗренӳ учрежденийӗсенчи 3 арҫын ачапа 3 хӗр ача хутшӑнать. Кун пек тупӑшура уйрӑм спортсмен пултарулӑхӗнчен ытларах пӗтӗм команда пӗрлӗхӗ, пурте тӑрӑшни пӗлтерӗшлӗ. 400 метрлӑ дистанцире тӗп шкул ӳсӗмӗнчи вӗренекенсенчен №8-9-мӗш классем№ Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн команди чи пултарулли пулчӗ. Иккӗмӗш вырӑна Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем ҫӗнсе илчӗҫ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Хирти Явӑш вӑтам шкулӗн ҫамрӑк спортсменӗсем.
Аслӑ классенче вӗренекенсенчен Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи хастар ачасем ҫӗнтерӗве алӑран вӗҫертмерӗҫ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене Комсомольски 2-мӗш тата Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗсен командисем йышӑнчӗҫ.
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва территори уйрӑмӗсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисем ытларах хутшӑнни савӑнтарать. Кашни ялтах спорт тусӗсем пур. Вӗсене ӑмӑртусене хутшӑнтарасси ертӳҫӗсен пуҫарулӑхӗнчен килет. Ҫакна кӑҫалхи ӑмӑрту та ҫирӗплетет. 12 команда вӑй виҫнине ырламалла. Ҫӗнтерӳҫӗ пулаймасан та хутшӑнни, хӑйсен вӑйне виҫсе пӑхни паха. Тукай территори уйрӑмӗн команди финиша пӗрремӗш ҫитрӗ. Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн спортсменӗсем дистанцие иккӗмӗш вӗҫлерӗҫ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн туслӑ команди — виҫҫӗмӗш.
Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ командӑсене 2027 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта илсе тӑма «Каҫал ен» хаҫата ҫырӑнса панӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенчи командӑсене Хисеп грамотисемпе тата пылак парнепе чысланӑ.
Юрий Гаврилов.

