Учитель кунне халалланӑ уяв кӑҫал пӑртак маларах, октябрь уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Комсомольски культура ҫуртӗнче иртрӗ. Мероприятире учительсене ҫеҫ мар, ача сачӗсенче ӗҫлекенсене те професси уявӗ ячӗпе саламларӗҫ.
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламласа учитель профессийӗн пысӑк пӗлтерӗшӗ\ҫинчен каларӗ, малалла та ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Евгения Соколова педагогсене уяв ячӗпе саламланипе пӗрлех, кӗскен ҫитӗнӳсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Округра маттур та пултаруллӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем хӑйсем те, ачасем те тӗрлӗ конкурссенче, олимпиадӑсенче, фестивальсенче маттур. Ҫитӗнӗвӗсем те сахал мар, мухтанмаллӑх пур. Шӑпах малтан-мала утса пыракан вӗрентекенсене, воспитательсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысларӗҫ, ӑмӑртусенче ҫӗнтернисене саламларӗҫ.
Александровка вӑтам шкул педагогне Ирина Воробьевӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗпе чысларӗҫ. «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗн Тав ҫырӑвне Ача-пӑчан хушма вӗренӳ центрӗн директорӗ Фаина Матросова тата Тукай Мишер вӑтам шкулӗн педагогӗ Гелия Сафиуллина тивӗҫрӗҫ. Чылай вӗрентекене тата ача сачӗсенче тӑрӑшакана округ пуҫлӑхӗн Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе наградӑларӗҫ.
Мероприятире професси конкурсӗсенче мала тухнисене те палӑртрӗҫ. Чи маттур та тӑрӑшуллӑ педагогсене «Ҫулталӑк учителӗ», «Самый классный классный», «Ҫулталӑк воспитателӗ», «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх учителӗ», «Социаллӑ педагог» конкурссен призерӗсемпе ҫӗнтерӳҫисене сцена ҫине йыхравларӗҫ.
«Ҫулталӑк учителӗ — 2026» конкурсра Оксана Ефремова, Галина Волкова, Гелсу Ибрагимова палӑрнӑ. «Самый классный классный» конкурсра Ирина Анисимова 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Айзиля Мингалеева – 2-мӗш, Валентина Филиппова 3-мӗш, вырӑна тухнӑ. Гузелия Медведева, Сирина Велиахметова, Ирина Андреева «Ҫулталӑк воспитателӗ» конкурсра палӑрнӑ. «Тӑван чӗлхепе литературин чи лайӑх учителӗ» конкурсра Нина Плеткина — чи маттурри. Венера Васильева, Чулпан Шайдуллина призерсем пулса тӑнӑ.
Шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин регион шайӗнчи тап-хӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене тата призерӗсене хатӗр-ленӗ учительсене Альбина Мухинана, Алексей Тихонова, Ольга Курицынана, Владимир Гордеева, Владимир Николаева, Вячеслав Мурзаева, Владимир Павлова, Лариса Хораськинана, Рамиле Мезитовӑна, Дине Гималтдиновӑна, Галина Тимофеевӑна, Альфинур Галеевӑна, Фирдания Галяветдиновӑна, Зельфие Юнусовӑна, Людмила Катмаковӑна, Венера Арсентьевӑна, Людмила Абрамовӑна сертификатсем парса саламларӗҫ.
Ҫавӑн пекех уяв кунӗнче социаллӑ сетьсенче тивӗҫлипе ӗҫлесе пыракансене палӑртса хӑварчӗҫ. «Лучший госпаблик – общая оценка» номинацире Диля Халиуллина /Чӗчкен тӗп шкулӗ/ палӑрчӗ. «Лучший визуальный контент» — Урмаел вӑтам шкулӗ /ертӳҫи Гельшат Шайгереева/. «Лучшая работа по проекту «Новая школа» в Чувашии» номинацире Лия Самарина палӑрчӗ. «Лучшее освещение темы: безопасность и родительское участие» номинацире Елена Степанова /Комсомольски 2-мӗш вӑтам/, «Лучший формат для аудитории: вовлеченность и подача» номинацире Гелсу Зинетуллина /Тукай Мишер вӑтам/, «Активный госпаблик» номинацире Айдар Пахалов /Комсомольски 1-мӗш вӑтам/, «Лучший госпаблик дошкольного образования» номинацире «Радуга» ача сачӗ /ертӳҫи Анна Албутова/ палӑрчӗҫ.
Ҫак кун учительсемпе воспитательсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ, пуҫтарӑннисем концерт курса савӑнчӗҫ. Учительсем уяв кунне кашни ҫулах тӗрлӗ выставкӑсемпе пуянлатаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ҫемье династийӗсемпе паллаштарчӗҫ. Культура ҫурчӗн фойинче Волковсен, Светловсен, Ибрагимовсемпе- Зариповсен, Зейдуллинсен, Антоновсен, Медведевсен, Петровсен, Фахертдиновсен, Константиновсен, Андреевсен ҫемье династийӗсем пирки пӗлме май пулчӗ.
Алевтина антонОВА.

