Вторник, 13 октября

Ӑмӑртӑва йыхравлатпӑр!

Октябрӗн 10-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче «Каҫал ен» хаҫат парнисемшӗн ҫӑмӑл атлетика енӗпе эстафетӑлла ӑмӑртусем иртеҫҫӗ, ҫуллахи спорт сезонӗ хупӑнать.

Унта кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Тупӑшусем тӗрлӗ ушкӑнсенче пулаҫҫӗ.

Программӑра: 1-мӗш ушкӑн — «Спорт ҫемйисем». Командӑра ашшӗ, амӑшӗ, 9 ҫултан кӗҫӗнрех ача. Вӗсен черетпе 400 метра, 300  метра, 100 метра парӑнтармалла пулать.

2-мӗш ушкӑн — тӗп шкулсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ.

3-мӗш ушкӑн — вӑтам шкулсем. Командӑра 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем. 3 арҫын ача, 3 хӗр ача, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ.

4-мӗш ушкӑн — предприятисемпе организацисем, учрежденисем, территори уйрӑмӗсем: 2 арҫын, 2 хӗрарӑм, пурте 400-шер метра чупаҫҫӗ. /Командӑсенче шкулта вӗренекенсем пулмалла мар/.

Ӑмӑртусенче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ командӑсене Хисеп грамотисемпе наградӑлаҫҫӗ, «Каҫал ен» хаҫата 2027 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗ валли ҫырӑнса параҫҫӗ. Призерсем те наградӑсӑр юлмаҫҫӗ.

Эстафетӑлла  ӑмӑрту ирхине 9 сехет те 40 минутра официаллӑ пуҫланать, тупӑшӑва килекенсене 8 сехет те 30 минутран регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ.

Пурне те ӑмӑртӑва чӗнетпӗр!

ЙӖркел) комитечӖ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *