Ҫанталӑк улшӑннӑҫемӗн грипп ерес хӑрушлӑх та ӳсет. Пӗрисем ӑна ура ҫинчех ирттереҫҫӗ пулсассӑн, теприсем вырӑнпа выртаҫҫӗ. Чирӗн пӗрремӗш паллисем шутне ӳт температури ӳсни, пуҫ ыратни, сунаслани, хӑвӑрт ывӑнни кӗрет. Ӳпке те шыҫма пултарать.
Инфекци ан ертӗр тесессӗн вӑхӑтра профилактика тумалла — вакцинациленмелле. Вӑл иммун системине ҫирӗплетсе чире хирӗҫ кӗрешме пулӑшать. Вакцинӑна чир анлӑ сарӑличчен маларах тутармалла. Комсомольскинчи тӗп больницӑна тӗрлӗ ӳсӗмрисем валли 7060 доза вакцина кӳрсе килнӗ. Грипп чирне хирӗҫ вакцина тутарас текенсем район больницинчи прививка кабинетне, вырӑнти амбулаторисене, фельдшерпа акушер пункчӗсене, тухтӑрсен пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсене пыма пултараҫҫӗ.
«Паянхи куна вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен 83 процентне вакцинӑланӑ. Шкул ачисем те, ача садне ҫӳрекенсем те хӳтлӗхре. Ҫавӑн пекех медицина ӗҫченӗсем — 350 ҫын вакцинациленнӗ. Йывӑр ҫын хӗрарӑмсем, час-часах чирлекенсем, аслӑ ҫулхисем те чиртен сыхланаҫҫӗ. Гриппран вӑхӑтра хӳтӗленни вырӑнлӑ. Ҫавӑнпа та округра пурӑнакансене ҫывӑх кунсенче медицина ӗҫченӗсемпе тӗл пулма сӗнесшӗн. Кӑмӑл тӑвакансене сиплев учрежденийӗсенче кӗтеҫҫӗ», — пӗлтерчӗ район больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова.
Ирина КОРНИЛОВА.

