Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Сергей Иванович Чаев ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин ӑна «Паттӑрлӑх» орденӗпе наградӑласси ҫинчен Указа алӑ пуснӑ.
Ҫак кунсенче Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарне пулӑшаканӗ Наталия Жукова Сергейӑн пӗртӑванне Валентина Прокопьевӑна пысӑк наградӑна упрама панӑ. Округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Альберт Кузьмин Сергей Чаев Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пурнӑҫне панине, унӑн ячӗ хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансен асӗнче яланах упранине палӑртнӑ.

