Пирӗн округра педагогика ӗҫченӗсен нумай ҫула тӑсӑлакан ҫемье династийӗсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри _ Нӗркеҫ ялӗнчи Волковсем. Вӑл виҫӗ ӑрӑва пӗрлештерет, пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 250 ҫултан та иртет. Династири халӗ пурӑнаканнисенчен чи асли _ Алексей Федорович Волков. Вӑл 80 ҫулта. Паянхи кун унӑн ҫулӗпе утакансем пуришӗн савӑнать ветеран. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче унӑн папрхатарлӑ ӗҫне хӗрӗ, Оксана Алексеевна Кошкина малалла тӑсать. Мӑнукӗ, Кристина Кошкина та Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче студентсене вӗрентет. Хальлӗхе унӑн ӗҫ стажӗ ҫулталӑк анчах-ха. Малашне аслисенчен тӗслӗх илсе вӑл педагогика ӗҫне малалла тӑсасса шанма пур май та ҫителӗклӗ.
Ун хыҫҫӑнхи хӑйсен пурнӑҫне вӗрентӳпе ҫыхӑнтарнӑ ҫынсем ачасене сывлӑхӗсене ҫирӗплетме пулӑшас, вӗсене спортпа туслаштарас енӗпе ытларах тӑрӑшнӑ. Алексей Федорович Волков 46 ҫул ачасене спорта явӑҫтарнӑ. Нӗркеҫ тӑрӑхӗ чылайранпа округра спорт енӗпе палӑрса тӑрать. Кунти командӑсем футбол, хоккей, волейбол тата ытти спорт енӗсемпе муниципалитетри ӑмӑртусенче малти вырӑнсем йышӑннӑ. Кунта, паллах, ӗмӗр тӑршшӗпех ялти спорта аталантарас тесе нумай вӑй хунӑ Алексей Федоровичӑн тӳпи пысӑк вырӑн йышӑнать. Вӑл хӑех команда йӗркелекенӗ те, тренерӗ те, хавхалантараканӗ те, вырӑнти ӑмӑртусен судйи те. Унӑн ырӑ тӗслӗхӗ нумай ҫынна спорта юратма хавхалантарнӑ.
Унӑн шӑллӗ, Валерий Волков та 44 ҫул физкультура учителӗ. Вӑл Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнче тӑрӑшать. Мӑшӑрӗ, Татьяна Ивановна та вӗренекенсене тӑватӑ теҫетке ҫул ытла спортпа туслаштарать.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, Волковсем физкультурӑпа спорта аталантарас енӗпе ытларах тӑрӑшвҫҫӗ. Вӗсем ачасемшӗн вӗрентекенсем ҫеҫ мар, спортпа ҫирӗпрех туслашма пулӑшакан наставниксем те. Алексей Федорович та, Валерий Федорович та, Татьяна Ивановна та хӑйсем суйласа илнӗ ӗҫре тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн, ҫитӗнӳсем тунӑшӑн «ЧАССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ», «Халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ» хисеплӗ ятсене, тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе хучӗсене тивӗҫнӗ. Вӗсен вӗренекенӗсем округри, республика шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑраҫҫӗ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пӗлме кӑсӑклӑ:
Вӗрентекенсен династийӗ Алексей Федоровичӑн амӑшӗпе пӗртӑван Лидия Егоровна Ласточкинаран пуҫланнӑ. Вӑл Патӑрьелӗнчи педучилище пӗтернӗ хыҫҫӑн 35 ҫул ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тӑрӑшнӑ, «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» ята тивӗҫнӗ. Волковсен ҫемье династийӗнче шкул ҫулне ҫитмен ачасене воспитани парас енӗпе Анфиса Федоровна Филиппова /Волкова/ 47 ҫул тӑрӑшнӑ. Хастар ӗҫӗпе воспитательтен ача сачӗн заведующине ҫитнӗ.

