Вторник, 13 октября

Форум, ҫӗнӗ шухӑшсем, плансем…

Форум, ҫӗнӗ шухӑшсем, плансем…

Форум вӗрентӳ блокӗсемпе, проект сессийӗсемпе, мастер-классемпе тата экскурсисемпе тулли те пуян пулнӑ. Кунта  чӑннипех те хӑйсен ӗҫӗшӗн хыпса ҫунакансем пуҫтарӑннӑ. «Навигаторы детства» проект ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 5 ҫул ҫитрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл хӑйне пур енӗпе те лайӑх енчен кӑтартрӗ. Советниксемпе педагогсем ачасемпе яланах юнашар пулса вӗсене хӑйсем умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама хавхалантарса, пулӑшса пынӑ. Форумра пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ май малашне тумалли ӗҫсене те палӑртнӑ. Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашса вӗсене сӳтсе явнӑ.

«Форум мана нумай хавхалану парнелерӗ, ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуратрӗ, унта чылай ҫынпа паллашрӑм. Стратегилле сессисем, чӗрӗ калаҫу, тӗрлӗ регионсенчи ӗҫтешсен ӗҫӗ-хӗлне пӗлни мана ҫунатлантарчӗ. Форумра ҫуралнӑ тӗллевсене хӑвӑртрах хамӑр патра пурнӑҫлас килет», — пӗлтерчӗ Надежда Кашина.

Ӗпхӳре пулнӑ кунсем пирки Петр Родионов та хӑпартланса каласа пачӗ. Вӑл форумра воспитанин  паянхи куншӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене пӑхса тухни, тӗрлӗ регионсенчи ӗҫ опычӗпе паллашни хӑйӗн малашнехи ӗҫӗнче пысӑк пулӑшу парасса шаннине палӑртнӑ, унта  илнӗ пӗлӗве  тӑван округра тата шкулта усӑ курмаллах.  Петр Васильевич форум ачасене воспитани парас енӗпе паянхи куншӑн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухни ҫинчен хыпарларӗ.

Округри ачасен юхӑмӗн ӗҫӗ-хӗлне йӗркеленӗ чухне  малашне Петр Родионов тата Надежда Кашина делегатсен шухӑшӗсене те шута илсе ӗҫлӗпӗр.

Ксения ЛУКИЯНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *