Вторник, 13 октября

Экскурси – професси патне пуҫламӑш утӑм

Экскурси – професси патне пуҫламӑш утӑм

Нумайӑшӗ профориентаци ӗҫӗ шкул ҫулӗсенче пуҫланать тесе шутлама хӑнӑхнӑ. Аслӑ шкулсене суйласа илесси, кӑмӑлне каякан ӗҫпе ҫыхӑнтаракан тестсем, колледжсен уҫӑ алӑк кунӗсем партӑсем хушшинче ларакансемпе ытларах ирттереҫҫӗ. Анчах та професси суйласа илессин никӗсӗ чылай маларах, шкул ҫулне ҫитичченех пуҫланмалла. Ку енӗпе чи витӗмлӗ мелсенчен пӗри — экскурси.

5—7 ҫулхи ачашӑн професси тӗнчи ытларах куллен тӗл пулакан ҫынсем  /ашшӗ-амӑшӗ, воспитательсем, поликлиникӑри тухтӑр…/ урлӑ курӑнать.  Пӗчӗккисем эксурсире пулса вӑл ҫынсемпе, вӗсен ӗҫӗсемпе ҫиелтен ҫеҫ мар, шала кӗрсе паллашма пултараҫҫӗ.

Экскурсисем мӗншӗн шкул ҫулне ҫитиччен уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ-ха? Пӗрремӗшӗ вӑл — абстракцирен конкретлӑха куҫма пулӑшни. «Строитель», «повар» е «ученый» сӑмахсем ачашӑн ахаль сасӑсем ҫеҫ. Каска тӑхӑннӑ ҫынна е пӗр-пӗр инструмент тытнӑ платнике ӗҫре  хӑйсен куҫӗпе курсан вӗсем мӗн туни, ӑна мӗншӗн туни ӑс-тӑнне ҫирӗпрех кӗрсе вырнаҫать. Вӑл е ку професси пӗлтерӗшне ӑнланса илеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗ — эмоци туйӑмне вӑйлатни. Ачасем инженер хӑйӗн проекчӗ пирки хавхаланса каласа панине, мастер  тунӑ япалапа мӑнаҫланнине курсассӑн, ҫав туйӑм ачасене те куҫать. Ҫакӑ пӗчӗкккисене ӗҫ вӑл пурнӑҫламалли тивӗҫ анчах мар, савӑнӑҫпа хӑвна кӑтартмалли май пулнине те ӑнланса илме пулӑшать. Виҫҫӗмӗшӗ — чӗлхе пуянланни. Экскурсире пулса ача ҫӗнӗ сӑмахсем илтет. «Фундамент», «станок» тата ытти япаласем мӗне пӗлтернине, вӗсем мӗнле пулнине курать, пуҫа хывса хӑварать. Курни-илтнине кайран пӗрле сӳтсе явни ҫак пӗлӗве татах та ӳстерет, ҫирӗплетет. Тӑваттӑмӑшӗ — ӗҫе хисеплеме вӗренни. Кирек мӗнле ӗҫ те паха пулнине туйма май парать. Профессие алла илес тесен  ӑна вӗренмеллине, хӑнӑхмаллине, ӗҫе пахалӑхлӑ пурнӑҫламаллине ӑнланни пӗчӗкренех кирлӗ. Вӑй-хал парса туни кама та пулсан кирлине, вӑл усӑллӑ пулнине ӑнланма пулӑшать, ҫын ӗҫне хисеплеме вӗрентет.

Экскурсипе вӗрентӗве мӗнле пӗрле ҫыхӑнтармалла-ха? Кун пек чухне виҫӗ тапхӑрлӑ система кирлӗ. Экскурси умӗн калаҫусем ирттеретпӗр, тематикӑлла литература вулатпӑр, ӳкерчӗксем пӑхатпӑр. Ачасен пуҫӗсенче ыйтусем ҫуралччӗр тетпӗр. Экскурси вӑхӑтӗнче пӗчӗккисен мӗн курнипе ҫеҫ ҫырлахмалла мар, ыйтмалла та. Аслисен ачасене хӑйсене интереслентерекен ыйтусене пама хавхалантарса пымалла, специалистсемпе хутшӑнма пулӑшмалла. Экскурси хыҫҫӑн вара чи пӗлтерӗшли пуҫланать — курни-илтнине  ӳкерсе кӑтартассине, коллективлӑ коллаж тӑвассине, сюжетлӑ вӑйӑсем выляссине, экскурсие сӳтсе явассине ачасемшӗн интереслӗрех йӗркелесси. Мӗн курни-илтни пӗчӗккисемшӗн нумайлӑха асӗнче юлччӗр, вӑл е ку професси пирки хӑйсен шухӑшӗсем ҫуралччӑр тесе тӑрӑшатпӑр.

Хамӑрӑн ача садӗнче эпир ҫак меслетсемпе усӑ курсах пыратпӑр. Кашни экскурси ачасен пуласлӑхне хывнӑ инвестици вырӑнӗнче пултӑр тетпӗр. Паян ача строительство кранне курни \ӳссе ҫитсен  ӑна тӳпене ҫити ҫӗкленекен ҫуртсен проектне тӑвас ӗмӗт ҫураттӑр. Васкавлӑ пулӑшу машини ҫинче е больницӑра тӑрӑшакан тухтӑр ӗҫӗпе паллашни ҫын пурнӑҫне ҫӑлас ҫул ҫине тӑма хавхалантартӑр.

Экскурсисенче тата ун хыҫҫӑн ҫак мелсемпе усӑ курни ачасене пӗчӗкренех пулас ӗҫ, професси суйласа илес шухӑшсене вӑратма пулӑшмалла. Тӗллев лартнӑ хыҫҫӑн ача вара шкулта вӗреннӗ чухне те ун патне ӑнтӑлӗ.

Татьяна САВАНИНА,

«Радуга» ача сачӗн  воспитателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *