«Ҫемье» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫалхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрта пӗчӗк ачасене кирлӗ япаласене тӳлевсӗр проката паракан центр ӗҫлет. Унпа 2 ҫула ҫитмен ачасем пур ҫемьесем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ҫак вӑхӑт тӗлне округри 17 ҫемье ун пек пулӑшу уссине туйса курчӗҫ. Пурӗ 27 килӗшӳ тунӑ, 56 япала проката илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пепкисем валли ытларах автокресло, интерактивлӑ теттесем, шезлонгсем, видеоняньӑсем тата коляскӑсем ыйтаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр автокреслӑсем, автолюлькӑсем, шыва кӗртмелли ваннӑсем, электронлӑ тарасасем, музыкӑна вӗрентекен интерактивлӑ теттесем, тин ҫуралнӑ ачасем тата йӗкӗрешсем валли коляскӑсем, пепкесене чӗркемелли сӗтелсем, ача йӑтса ҫӳремелли тата утма вӗренме пулӑшакан хатӗрсем, жезлонгсем, манежсем, ҫуна-коляскӑсем, видеонянясем, ача ҫитермелли тенкелсем, пӗчӗк краватьсем проката парать.
Ҫав япаласене тӳлевсӗр 35 ҫулти тата унран кӗҫӗнрех студентсен тата ҫамрӑксен ҫемйисем, ашшӗ е амӑшӗ ҫеҫ пур, нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ, социаллӑ-хӑрушлӑхлӑ лару-тӑрури, инвалид ача пур ҫемьесем, тӑлӑх е ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасене ҫитӗнтерекен ҫемьесем, мӑшӑрсенчен пӗри ҫула ҫитмен шутланакан, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем, ашшӗ-амӑшӗнчен пӗри е иккӗшӗ те Чӑваш Республикинчи аслӑ шкулта аспирантурӑра куҫӑн майпа вӗренекен е аслӑ шкулсен наука сотрудникӗсенче ӗҫлекен ҫемьесем илме пултараҫҫӗ.
Тӗплӗнрех 8/83539/5-10-02 телефонпа шӑнкӑравласа е округ администрацийӗнчи 12-мӗш кабинета пырса ыйтса пӗлме пултаратӑр.
Ольга Николаева,
«Комсомольскинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр» БУ директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ.

