Вторник, 13 октября

Ҫанталӑкпа туллин усӑ кураҫҫӗ

Ҫанталӑкпа туллин усӑ кураҫҫӗ

Юлашки кунсенче ҫанталӑк уяр тӑрать. Ҫакӑ округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи ӗҫченсене хирте ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме май парать.

Сентябрӗн 23-мӗшӗ тӗлне округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсен 77,2 процентне пуҫтарса кӗртнӗ. Уйсенчен 22780 тонна тырӑ кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 30 центнерпа танлашать.

Ҫӗрулми хирӗсенче те ӗҫсем хӗрӳ пыраҫҫӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» 222 гектар ҫинчен е лартнӑ  лаптӑкӑн 33,9 процентне пухса илнӗ. Вӑтамран ҫӗрулми кашни гектар пуҫне 352,7 центнер тухӑҫ парать.

Округри хуҫалӑхсем техникӑлла культурӑсен уйӗсенче те тӑрӑшаҫҫӗ. 270 гектар ҫинчен горчица (планӑн 13,4 проценчӗ чухлӗ) вырса илнӗ.

Кӗр тыррисем 1205 гектар ҫине, палӑртнин 66,6 процентне акнӑ.

Выльӑх апачӗ хатӗрлесси малалла пырать. 7584 тонна утӑ, 22174 тонна сенаж, 2650 тонна силос янтӑланӑ. Хальлӗхе кашни условнӑй выльӑх пуҫне 22,5 центнер апат единици чухлӗ выльӑх апачӗ лекет.

Ҫанталӑкпа туллин усӑ курса округри ҫӗр ӗҫченӗсем ӗҫсене хӑвӑртрах вӗҫлессишӗн яра куна тӑрӑшаҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *