Вторник, 13 октября

Типӗтнӗ яшка тӑван тӑрӑха аса илтерӗ

Типӗтнӗ яшка тӑван тӑрӑха аса илтерӗ

Хамӑр тӑрӑхран инҫетре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен ентешсене  пулӑшас  енӗпе культура ҫурчӗсемпе клубсенче, шкулсенче маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ.

Тӑван тӑрӑха аса илтерекен техӗмлӗ яшка тутине тутанса салтаксем ҫирӗпленччӗр, хӑйсене манманнине, яланах пулӑшма хатӗр пулнине туйччӑр тесе те округра чылай ӗҫлеҫҫӗ. Ку енӗпе Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи «Ҫирӗп тыл» ушкӑна палӑртмалла.  Вӗсем  каҫа  юлнине пӑхмасӑр хамӑр ентешӗн,  «Дед» ятпа ҫӳрекен салтак ӑн подразделенийӗн заказӗсене пурнӑҫлама пӗрле пуҫтарӑннӑ. Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи хӗрарӑмсем типӗтнӗ яшка хатӗрлеме пултарнӑ.  Яшкисем тӗрлӗ йышшисем: 94-шӗ борщ, 30-шӗ щи, 126-шӗ вермишель яшки, 278-шӗ пӑрҫа яшки, 218-шӗ хуратул яшки. Вӗсемсӗр пуҫне 218 порци хуратул пӑтти те пур. Ҫывӑх вӑхӑтра пурӗ 854 штук типӗтнӗ апат десантниксем патне ҫитессе шанаҫҫӗ. Хут курупкасене  вырнаҫтарнӑ апат салтаксен чун-чӗрисене ӑшӑтса  кӑмӑл-туйӑмне хавхалану кӳрӗ.

Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центрне ҫӳрекенсем тӑтӑшах маскировка сеткисем ҫыхас,  дронсенчен хӳтӗленмелли утиялсем  ҫӗлес енӗпе тӑрӑшатчӗҫ. Вӑхӑтлӑха материалсем пулманнипе вӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тепӗр тӗрлӗ япалапа пулӑшма шутланӑ. Кунта нумай вӑхӑт ҫунакан шӑрпӑк пӗрчисем хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӗсем йӗпенсен те чӗрӗлсе каяҫҫӗ, вӑйлӑ ҫилпе те сӳнмеҫҫӗ, ҫунасса та нумай вӑхӑт ҫунаҫҫӗ. Салтаксемшӗн усӑ курма питӗ меллӗ. Хутшӑну центрне ҫӳрекенсем материалсем килсен сеткӑсем ҫыхас, утиялсем хатӗрлес ӗҫе тепӗр хут тытӑнӗҫ, шӑрпӑк пӗрчисем хатӗрлессине те малалла тӑсӗҫ.

Округри волонтерсемшӗн «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» девиз яланах тӗп вырӑнта.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *