Вторник, 13 октября

Паттӑр ячӗпе турнир

Паттӑр ячӗпе турнир

Округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ ентешӗсен ячӗсене яланах асра тытаҫҫӗ. Вырӑнта ирттерекен мероприятисене вӗсене халалласси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

Сентябрӗн 19-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи «ӑслӑ» спорт площадкине спорт тусӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ  Ф.А.Орешкина асӑнса мини-футбол турнирӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Федор Алексеевич хӑй те футболла выляма юратнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртусене хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫак турнир пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑмӑрту умӗн паттӑр салтак ячӗпе ырӑ сӑмахсем чылай пулнӑ. Вӑл ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртнӑ.

Спорт лаптӑкӗнче вӑйӑсем хӗрӳ иртнӗ. Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи «Исток» команда ӑстарах выляса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Патӑрьел округӗнчен килнӗ «Ишек» команда иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи «Олимп» команда виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Малашне ҫак турнира ҫулсеренех йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *