Республикӑра «Код будущего» — программирование, искусственный интеллект и робототехник» проекта заявленисем йышӑнма тытӑннӑ. Палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ, шӑпах Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче ачасем валли вӗренме ятарлӑ площадка ӗҫлет.
Ку йышши лапамсем республикипе 10 вырӑнта. Ҫавна май Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн педагогӗсем уроксене ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Пӗрремӗш уроксем октябрӗн 5-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ. Вӗренекенсем хӑйсен кӑмӑлне каякан тӗрлӗ енсене суйласа илме пултараҫҫӗ. Вӗсем «Мобильная мехатроника», «Кодируй и собирай робота», «Кодируй сложных роботов», «Цифровой мозг% разработка ИИ на Python», «Програмирование на Python», тата ыттисем те. Кӑҫали вӗренӳ ҫулӗнче 100 ытла дистанци тата куҫӑн майлӑ прграммӑсемпе вӗренме пулать. «Код будущего» проекта 8—11-мӗш классенче вӗренекенсем: студентсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗренӳ — тӳлевсӗр. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн ятарлӑ сертификат параҫҫӗ. Енчен те вӗренекенсен пӗлӳ илме тата проекта хутшӑнма кӑмӑл пур пулсассӑн Патшалӑх порталӗ урлӑ заявлени памалла, пирвайхи пӗлӗве кӑтартмалла. Кайран вара ушкӑнра вӗренме ҫирӗплетнине кӗтмелле. Проект вӗренекенсемшӗн пӗлӗве ӳстермелли чи лайӑх мел.
«Паян шкулта вӗренекенсен технологисемпе усӑ курма пӗлмелле ҫеҫ мар вӗсем мӗнле ӗҫленине те лайӑх тӑнламалла. Шӑпах проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен уроксенче ҫӗннине пӗлме, вӗренме май пур. Тен, шӑпах ҫак занятисем ачасене пурнӑҫра професси суйласа илме пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшаҫҫӗ те. Апла пулсассӑн проекта хутшӑнмалла, пӗлӗве ӳстермелле», — палӑртрӗ информатика учителӗ Айдар Пахалов.
Петр Родионов.

