Вторник, 13 октября

Ҫиччӗ виҫсе пӗрре касӑр

Телефонпа усӑ курса ултав серепине ҫакланнӑ, нумай укҫа-тенкӗ ҫухатнӑ тӗслӗхсем пирки илтмен, пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Ҫакӑн пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерсех тӑраҫҫӗ, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем те ҫынсемпе калаҫусем ирттереҫҫӗ. Апла пулин те «ултав серепине» лекекенсен шучӗ чакмасть.

Акӑ, сентябрь уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан вуннӑмӗш класра вӗренекен ача ашшӗ-амӑшӗ килте упракан 15 миллион тенкине ултавҫӑсене кӑларса панӑ. Ун патне малтан транспорт компанийӗнчен вӗсен ячӗпе посылка килнине смс ярса пӗлтернӗ, унта палӑртнӑ кода калама ыйтнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ултав схеминчи тепӗр ҫын ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗ килте деклараципе палӑртман укҫа-тенкӗ упрани, вӑл саккунсӑр пулни, уншӑн  аслисене явап тыттарма пултарни пирки асӑрхаттарнӑ, пулӑшма шантарнӑ. Видео ҫыхӑну урлӑ  пӳлӗмре упранакан укҫана пӗрле шырама сӗннӗ. Ача чӑнах та 15 миллион тенкӗне тупнӑ, видео ҫыхӑну урлӑ «пулӑшма шантаракансене» кӑтартнӑ. Ултавҫӑсем вӑл укҫана декларацире ҫирӗплетме илсе килме, кайран тавӑрса пама пулнӑ. Ҫӗрпӳ округӗнче ача вӑл укҫана курьера тыттарнӑ. Ҫапла вара ҫемье бюджетӗнчен 15 миллион тенкӗ ҫухалнӑ.

Тепӗр тӗслӗхре Улатӑр хулинче пурӑнакан 89 ҫулхи хӗрарӑм шар курнӑ. Ун патне кӑҫалхи июль уйӑхӗн вӗҫӗнче  килти телефон ҫине ун ячӗпе террористсен организацине миллион тенкӗ укҫа куҫни, ҫакӑншӑн явап тытма тивесси пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. «Ырӑ кӑмӑллӑ» ҫын ӑна пулӑшу  пама шантарнӑ, курьер килсен ӑна укҫа пама ыйтнӑ. Пенсионерка банкоматсенче укҫи-тенкине илсе темиҫе хут та хваттере пынӑ ҫынна тыттарнӑ. Айӑплавран хӑтӑлас тесе вӑл  «Георгий Победоносец» ылтӑн монетисен коллекцине те шеллемен.  Банкран юлашки ҫӗр пин тенкӗ укҫине илнӗ чухне унти сотрудник шалти ӗҫсен органне пӗлтернӗ. Хӗрарӑм ултавҫӑсене 8,5 миллион тенкӗ укҫа тата миллион ытла тенкӗллӗх коллекци монетисем пани паллӑ.

Кун пек тӗслӗхсем татах та илсе кӑтартма пулать. Ултавҫӑсем ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ меслетсем  шутласа тупаҫҫӗ.

 Палламан, пӗлмен ҫынсене, вӗсем каланӑ счетсемпе номерсем ҫине укҫа-тенкӗ тӳрех пама ан васкӑр. Малтан ҫывӑх ҫыннӑрсемпе канашласа пӑхӑр, шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗсемпе ҫыхӑнӑр.

Интернетпа пысӑк  хушма укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки пӗлтерӳсем  курӑнаҫҫӗ. Малтан пӑртак укҫа-тенкӗ  хывма сӗнеҫҫӗ. Ытларах укҫа-тенкӗ сӑптӑрса илес тӗллевпе хавхалантарса тӳлев та параҫҫӗ. Анчах та эсир  нумайрах ӗҫлесе илес тесе ытларах укҫа парсан вӗсем ҫухалаҫҫӗ. Хӑвӑрӑн тӳлеве каялла тавӑраймастӑр. Виртуаллӑ счетсем мошенниксен ӳкерчӗкӗсем анчах. Вкладсемшӗн банксенчен те пысӑкрах процентсем шантарни те ултав анчах. Никам та сирӗншӗн лайӑх пултӑр тесе ансат  майпа укҫа-тенкӗ памасть.

Телефон, компьютер урлӑ лайӑх пӗлмен  сайтсемпе, мессенджерсемпе укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ операцисем тӑвиччен, ваттисен сӑмахӗнче каланӑ пек ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмалла.

Сергей ЛАСТОЧКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *