Чӑваш Республикин Правительствинче эрнесерен иртекен планеркинче икӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫулсерен паракан ҫӗнӗ тӳлевӗн пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухнӑ.
Кӑҫалхи июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа икӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене тупӑшран илекен налук тӳлевӗн пӗр пайне каялла тавӑрса парасси ҫинчен йышӑну пулнӑ. Иртнӗ ҫул 13 процентлӑ ставкӑпа илнӗ налука 6 процентпа шутлаҫҫӗ, ыттине каялла тавӑрса параҫҫӗ. Ҫакӑ ҫемьесен бюджечӗсене тултарма май паракан пулӑшу пулса тӑмалла.
Чӑваш Енре тӳлеве 17 пин ҫын пурӗ 450 миллион ытла тенкӗллӗх илнӗ те ӗнтӗ. Вӑтамран кашни ҫемьене 27-шер пин тенкӗ тивӗҫнӗ.
Енчен те эсир йӗрке тӑрӑх ҫав тӳлеве тивӗҫлӗ, ӑна 2025 ҫулшӑн илес тесен заявление кӑҫалхи сентябрӗн 30-мӗшӗнчен кая юлмасӑр памалла. Ҫакна «Патшалӑх пулӑшӑвӗ» порталта, нумай функциллӗ центрсенче, социаллӑ фондӑн клиент службисенче тума май пур. Сирӗн заявление вӑтамран 4 кун хушшинче пӑхса тухмалла, 2_3 кунран тӳлев сирӗн счет ҫине куҫмалла.
«Пирӗн тӗллев — пулӑшу мерисем пуриншӗн те ӑнланмалла та ансат пулччӑр, вӗсем тивӗҫлӗ кашни ҫемьене ҫитччӗр тесе тӑрӑшасси. Малашне те ачаллӑ ҫемьесене валли ҫакӑн пек адреслӑ пулӑшу программисене аталантарса пырӑпӑр», — палӑртнӑ Чӑваш Республикӑн Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

