Вторник, 13 октября

 Петр Баринова аса илсе…

Сире курсан мана хавасчӗ,

Хавас, тен, пулнӑ пуль хӑвна.

Каҫса кайса пуплес килетчӗ

Тӑсаттӑмӑр калаҫӑва.

Час-час ялсем тӑрӑх ҫӳреттӗн,

Кӗрсе тухаттӑн ман пата.

Хавасланса сӑмах ҫӗклеттӗн,

Хӑш чух параттӑн юптарса.

Чунпа пулса ялан эс тӳрӗ,

,ҫлеттӗн ӑшӑ кӑмӑлпа.

«Ӑҫта та сан тӳпӳ пит ҫӳллӗ!»

Аса илеҫҫӗ таврара.

Кӗтне хӗрне тухса лараттӑн

Сирмешкӗн йывӑр шухӑшна

Шыв юхнипе эс киленеттӗн

Каяттӑн шухӑшпа таҫта.

Тен, пулнӑ пулӗ йывӑр та,

Ҫав иртнӗ-кайнӑ кунсенче

Ҫапах пачах та сивлеместӗп,

Иртсе тамалнӑ ҫулсене.

Хуллен-хуллен хумсем ҫапаҫҫӗ,

Яка ҫыранӑн хӗррине.

Пӗрне-пӗри мӗн-ши калаҫҫӗ;

Мӗскер шутлаҫҫӗ-ши вӗсем;

Ҫавна пӑхса ларса мӑнтарӑн

Канса, тен, Петя хӑш чухне

Аса илсе вӑл тарӑннӑн

Путатчӗ, анлӑ шухӑша;

Вӑрмансенче те пулкалатчӗ,

Кайсан унта вӑл уҫӑлма.

Кӑмпа-ҫырла та пуҫтаратчӗ,

Савса тӑван тавралӑха.

Кунта вӑл ҫуралман пулсан та

Юратнӑ ҫак тавралӑха.

Кашни ҫынна вӑл тӗл пулсан та

Калаҫнӑ ӑшшӑн, савӑнса

Хуллен хӑш чух утса пыратчӗ

Тухса район центрӗпеле,

Чылай ҫынна алне паратчӗ,

Сунса ыр кун, хисеплесе.

Эпир сана аса илетпӗр,

Пуссассӑн тунсӑх чӗрере.

Куҫ умӗнчен-ҫке сирӗлместӗн.

Чӑн юлнӑ тӗплӗн ӑш-чикре.

Аса илеҫҫӗ — эс ӗҫленӗ,

Совхозӑн пысӑк ферминче.

Выльӑхсене пит килӗштернӗ,

Юратнӑ тейӗн чӑннипех.

Калаҫнӑ май аса килеҫҫӗ

Пӗрле ӗҫленӗ ентешсем

«Каланӑ май хушса хураҫҫӗ».

Кирлех пире ун пек ҫынсем.

Юлташӑм эс пит кулянтӑн

Пӗрмай асраччӗ иртнисем.

Хӑв витӗр йӑлт хайхи кӑлартӑн,

Хавшарӑн, тен, аса илсех.

Ҫавна пула кайса лараттӑн

Кӗтне хӗрне кӑшт лӑпланма

Тавралӑха савса мухтаттӑн,

Мухтаттӑн унӑн илемне.

Вӑрманӗ саншӑн ҫывӑх пулнӑ,

Каяттӑн хӑш чух уҫӑлма.

Тен, кашни йывӑҫпа тус пулнӑ,

Юратнӑ, тен, хӑв чунупа.

Вӑй-хал эс вӗсенчен илейнӗ,

Чунтан савса йывӑҫсене.

Ӑш каниччен-ҫке калаҫаттӑн,

Курсассӑн пӗлӗшӳсене.

Ҫырла таврашӗ ҫитӗнсессӗн,

Васкаттӑн эс вӑрмна енне.

Епле вӑл савӑнӑҫ, пӗлсемӗр,

Туйсассӑн унӑн илемне.

Тататтӑн вӗсене тирпейлӗн,

Хураттӑн хӑвӑн савӑтна.

Вӑман вӑйне пит хисеплеттӗн,

Сунса пуласлӑх малалла.

Хӑш чух юратнӑн ыталаттӑн,

Йывӑҫсене хавхаланса.

Вӗсенчен эс сывлӑхне ыйтаттӑн,

Чӗркуҫленсе ҫумне ларса.

Ҫаксем чӑн туйнӑн калаҫатчӗҫ,

Ун ҫулҫисем пӗр-пӗринпе.

Чӑн-чӑн юратнӑн туйӑнатчӗҫ,

Пӗр-пӗринпе шӗпӗлтетсе.

Хӗвел ҫути ҫакна туятчӗ,

Пӑхатчӗ ӑшшӑнрах вӗсем ҫине.

Чӑн-чӑн кӗмӗл ҫути паратчӗҫ,

Вӑрман кашлатчӗ вӑй илсе.

Унтан тӑрса хуллен утаттӑн,

Ҫынсем ҫӳренӗ сукмакпа.

Чӗре вӑйне самай хушаттӑн,

Савса кунти тавралӑха.

Епле анчах самант курман-ши;

Вӑй-халӗ пулнӑ вӑхӑтра

Ытла вӗри хӑш чух пулман-ши,

Тесе шутлаттӑн хушӑран.

Ҫулсем чылай

                    иртсе те кайрӗҫ,

Иртет, тен, ӗмӗрӗ ҫаплах.

Кашни самант ӑна ҫунтарчӗ,

Вут хучӗ ӑш-чикре пайтах.

Ҫемье тесен хаваслӑ пулнӑ,

Юратнӑ хӑвӑн мӑшӑрна.

Ача тени телейлӗх кӳнӗ,

/стернӗ чӑн-чӑн юратса.

Пӗри вӑл аслӑ офицерччӗ,

Тата, ак, иккӗш ҫывӑхрах,

Кирлех пулсассӑн пулӑшатчӗҫ

Ыр ӗҫрен нихҫан та парӑнман.

Кашни ҫынна вӑл хисеплетчӗ,

Ыр суннӑ курнӑ-курманах.

Вӗсен ҫумне ларатчӗ,

Калаҫатчӗ тӗплӗн чылайччен.

Ҫапла ӑна аса илеҫҫӗ,

Сӑмахӗ хӑш чух пуҫлансан.

Чӑн-чӑн чыспах тӑр хисеплеҫҫӗ

Тухмасть вӑл пирӗн асӑмран.

Тӑпру сан тӗк пек ҫӑмӑл пултӑр,

Сана манас ҫук нихӑҫан.

Ананий АЛЕКСЕЕВ.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *