Пӗтӗмӗшле илсен майӑн 21-мӗшӗ тӗлне округри тӗрлӗ тытӑмлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем планпа палӑртнӑ лаптӑкӑн 82,7 проценчӗ чухлӗ пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса хӑварнӑ. Вӑл шутран 2869 гектар тулӑ, 4202 гектар урпа, 1286 гектар сӗлӗ, 351 гектар пӑрҫа, 14 гектар вика. Вӗсемсӗр пуҫне 115 гектар ҫӗрулми лартнӑ, 70 гектар пахча ҫимӗҫ, 370 гектар горчица, 550 гектар хӗвелҫаврӑнӑш, 300 гектар куккурус акнӑ. Ку ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем мӗнле пынине сӑнасах тӑратпӑр, вырӑна тухса лару-тӑрупа паллашатпӑр. Ҫак кунсенче, акӑ, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Н.Н.Раськинпа пӗрле «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче пултӑмӑр. Кунта та ҫураки хӗрӳ пырать. Ҫӗр ӗҫченӗсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене акас енӗпе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. 74 гектар ҫине куккурус акма, 80 гектар ҫине ҫӗрулми лартма палӑртаҫҫӗ. Хирти ӗҫсене кал-кал йӗркеленӗ.
«Урожай» колхозӑн хирӗсенче те ӗҫ шавӗ тӑрать. Кунта та механизаторсем уй-хир культурисене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ акса хӑварас тесе ҫине тӑрса вӑй хураҫҫӗ. Хуҫалӑхри ӗҫченсем 410 гектар тулӑ тата 390 гектар урпа, 200 гектар сӗлӗ акма та ӗлкӗрнӗ. Кашни уяр кунпа туллин усӑ курса ака-суха ӗҫӗсене вӑхӑтра вӗҫлессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Колхозра тата 80 гектар куккурус, 110 гектар пӗр ҫул ӳсекен, 30 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акса хӑварасшӑн.
Округри кашни ял хуҫалӑх предприятийӗнчех ҫанталӑка кура кашни яра кунпа туллин усӑ кураҫҫӗ.
Маларах акнӑ уйсенче тырӑсем шӑтса та тухрӗҫ. Кӗҫех ытти хирсем те ешӗл тум тӑхӑнӗҫ.
Минзаит Зайнуллин.

