Вторник, 13 октября

Халӑхшӑн нумай ӗҫ тунӑ, историре тарӑн йӗр хӑварнӑ

Майӑн 21-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусен залӗнче партипе влаҫ органӗсенче нумай ҫул ӗҫленӗ, район историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ П.А.Баринов ячӗпе асӑну тӗлпулӑвӗ иртрӗ. Пурӑннӑ пулсан Петр Андреевич майӑн 20-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

Вӑл пирӗн тӑрӑхра хисеплӗ те паллӑ ҫын пулнине мероприятие халӑх йышлӑн килни те ҫирӗплетет. Район экономикин  аталанӑвӗшӗн чылай тӑрӑшнипе пӗрлех культура пурнӑҫӗнче те курӑмлӑ йӗр хӑварнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ асӑну тӗлпулӑвне те Петр Андреевич юратса ҫӳренӗ «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн членӗсем вӑл юратса юрланӑ юрӑсемпе уҫрӗҫ.

Округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев тӗлпулӑва ертсе пынӑ май                П.Баринов районти ветерансен юхӑмӗнче те паллӑ йӗр хӑварнине асӑнчӗ. Комсомольскинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем В.Горбуновапа С.Григорьева  Петр Андреевичӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ.  П.Бариновӑн мӑшӑрӗ Людмила Дмитриевна кивӗ сӑнӳкерчӗксемпе, наградӑсемпе  паллаштарчӗ, Петр Андреевич ҫинчен аса илчӗ, ҫемйи ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Тухса калаҫакансем йышлӑн пулчӗҫ. Вӗсем хушшинче пӗрле институтра вӗреннисем те, П.Бариновпа юнашар ӗҫленисем те, вӑл ӗҫтӑвком председателӗ пулнӑ вӑхӑтра предприятисеме организацисене, колхозсене ертсе пынисем те, ӑна ҫывӑх пӗлекенсем те пулчӗҫ. Сӑмах илекенсем пурте ун ҫинчен ырласа ҫеҫ калаҫрӗҫ.  Аса илӳ тӗлпулӑвӗнче янранӑ хӑш-пӗр шухӑшсем: «вӑл пысӑк саспалиллӗ ҫын пулнӑ», «пӗр-пӗр ҫитменлӗхшӗн ятласан та ун куҫӗсенче ӑшӑлӑх, ҫынна шанни палӑратчӗ»,  «вӑл нихӑҫан та хӑйӗн шухӑшӗсенчен пӑрӑнман»,  «тӗрлӗ енлӗ тавракурӑмлӑ, халӑх хуҫалӑхӗн пур сферисене те лайӑх пӗлекен ертӳҫӗ пулнӑ», «районта пурӑнакансем ӑна лайӑх пӗлнӗ»…

П.А.Бариновӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки тӗплӗнрех хаҫатӑн ҫитес номерӗсенчен пӗринче каласа парӑпӑр.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *