Майӑн 8-мӗшӗнче, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн, Комсомольскинчи ҫӗнетнӗ Мухтав монуменчӗ умӗнче Сӳнми ҫулӑма савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чӗртрӗҫ. Ҫак мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Газпром газораспределение Чебоксары» АО генеральнӑй директорӗ Александр Бусыгин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, СВО участникӗсемпе ветеранӗсем, ҫамрӑксен тата обществӑлла организацисен представителӗсем, округра пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ.
«Сӳнми ҫулӑм пире ӑҫта пурӑннине, мӗнле тӗне тытса пынине, хӑш халӑх ҫынни пулнине пӑхмасӑр пурне те пӗрлештерсе тӑрать. Ҫакӑ Халӑх пӗрлӗхӗн тата Халӑх туслӑхӗн ҫулталӑкӗсенче уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫак ҫулӑм пирӗн астӑвӑмпа ҫӗнтерӗве шанса тӑни ӗмӗрлӗх пулнӑ пекех ӗмӗрех ҫутатса тӑтӑр», — терӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Олег Николаев.
Мероприятире тухса калаҫакансем пурте Сӳнми ҫулӑм ӗмӗрлӗх йӑлкӑшса халӑх паттӑрлӑхне аса илетересси ҫиенчен калаҫрӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Комсомольскинчи Мухтав монументне нумаях пулмасть ҫеҫ тӗпрен юсаса, ҫӗнетсе тирпей-илем кӗртнӗ. Унта районти 12 территори уйрӑмӗсенчен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа тухса кайса ҫапӑҫусенче пуҫӗсене хунӑ ентешсен ячӗпе 12 асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ, архитектура ҫутисене тунӑ, газ илсе пынӑ. Сӳнми ҫулӑм ҫывӑхӗнчи лапама та тирпей-илем кӗртнӗ. Хӑтлӑх кӳрес ӗҫсене малалла тӑсса асӑну комплексӗ ҫывӑхӗнче туя хунавӗсем лартса тухма, тӗрлӗ мероприятисем ирттерме ешӗллетнӗ вырӑн тума планлаҫҫӗ. Ку лапам малашне округ центрӗнче чи илемлӗ те илӗртӳллӗ вырӑн пулса тӑрасса шанма пулать.
Сӳнми ҫулӑма ҫутнӑ хыҫҫӑн пурте пӗр минут шӑп тӑрса вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентешсене чыс турӗҫ. «Единая Россия» партин «Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр» проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫутнӑ ҫулӑм пурне те пирӗн несӗлсен паттӑрлӑхӗпе хӑюлӑхӗ ҫинчен аса илтерсе тӑрӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

