Вторник, 13 октября

Ака вӑй илет

Ака вӑй илет

Ҫанталӑк уяр та хӗвеллӗ тӑнипе усӑ курса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене чылай пурнӑҫлама пултарчӗҫ. Анчах та тӗл-тӗл путакан  тата ҫӗр пиҫсе ҫитмен вырӑнсем пур-ха. Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пӗр вӑхӑт каллех ҫуракине чарса тӑратрӗ.

Майӑн 14-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем 3247 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акнӑ. Ку вӑл палӑртнин 30,8 проценчӗ чухлӗ пулать. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсем 100 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ, 90 гектар горчица акнӑ.

Нумай ҫул ӳсекен курӑксене 2430 гектар ҫинче, кӗр тыррисене 1550 гектар ҫинче апатлантарнӑ тата сӳреленӗ.

Ҫак кунсенче  округ пуҫлӑхӗпе Н.Н.Раськинпа ҫураки мӗнле пынипе паллашма хуҫалӑхсене ҫитсе куртӑмӑр. Ҫанталӑк аван тӑнипе «Искра» колхозра туллин усӑ кураҫҫӗ. Техника хирте яра куна ӗҫлет. Ҫӗр ӗҫченӗсем мӗн палӑртнине вӑхӑтра та пахалӑхлӑ акса пӗтересшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Кунта 80 гектар ҫурхи тулӑ, 200 гектар урпа, 30 гектар сӗлӗ акма ӗлкӗрнӗ. Хуҫалӑхри ӗҫченсем кӑҫал 100 гектар ҫине куккурус акса хӑварас тӗллевлӗ.

«Родина» хресченпе фермер  хуҫалӑхӗн хирӗсенче те ӗҫ шавӗ тӑратчӗ. Сеялка кӑкарнӑ техника ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм тӑвать. Ку хуҫалӑхра 250 гектар ҫурхи тулӑ акнӑ. Кӗр тыррисене апатлантарас ӗҫ пырать.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *