Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Комсомольскинче ҫӗнӗ шкул хӑпартнӑ ҫӗрте ӗҫсем мӗнле пынипе вырӑна ҫитсе паллашнӑ. 20 пин тӑваткал метра яхӑн лаптӑклӑ ҫӗнӗ вӗренӳ учрежденине республикӑри адреслӑ инвестици программипе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, ӗҫсем 2024 ҫулхи октябрьте пуҫланнӑ, генеральнӑй подрядчик — «ПМК-8» АО.
Строительство площадкинче кашни кун 86 ҫын вӑй хурать, ӗҫсене тума 8 техника хатӗрӗпе усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра строительсем ҫуртӑн тӑррине витеҫҫӗ, малти пайне йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шалта штукатурка тӑваҫҫӗ, электропроводкӑсене хураҫҫӗ, вентиляци тата ӑшӑтмалли тытӑмсене вырнаҫтараҫҫӗ. Тулашри коммуникацисене пӗтӗмпех туса пӗтернӗ, котельнӑй та ӗҫе валли хатӗр.
«Комсомольскинче шкул туни — Чӑваш Енри вӗренӳ тытӑмне ҫӗнетмелли масштаблӑ программӑн пӗр пайӗ. Кӑҫал ҫеҫ эпир 38 шкулта капиталлӑ юсав ирттеретпӗр, вӗсенчен 36-шӗ кӗркуннене хӑйсен алӑкӗсене уҫӗҫ. Ҫӗнӗ объектсем тунисӗр пуҫне эпир 121 шкула тӗпрен юсама пултартӑмӑр. Халӗ пирӗн тӗп тӗллев — хуласемпе ялсенче ҫӗнӗ шкулсем тӑвасси ҫеҫ мар, ачасем валли условисене комплекслӑн улӑштарасси. Ҫав шутра ҫӗнӗ йышши классем, ача сачӗсен капиталлӑ юсавӗ, ҫулталӑкӗпех канма май паракан тытӑма аталантарасси», — палӑртрӗ Олег Николаев.
Проект тӑрӑх виҫӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш хутра вӗренӳ класӗсем, медицина блокӗ, 351 вырӑнлӑх столовӑй, мастерскойсем, спортзалсем, тир вырнаҫӗҫ. Иккӗмӗш хутра вӗренӳ класӗсем, акт залӗ, библиотека, хореографи тата музыка кабинечӗсем пулӗҫ. Виҫҫӗмӗш хутра аслӑ классенче ӑс пухакансен кабинечӗсем тума планлаҫҫӗ. Спорта юратакансем валли футбол уйӗ, волейбол тата баскетбол площадкисем тата ытти лапамсем тӑвӗҫ.
Контракт тӑрӑх ҫӗнӗ шкулӑн алӑкӗсем кӑҫалхи сентябрь уйӑхӗ тӗлне уҫӑлмалла. Ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, ҫавӑн пекех шкул коллективӗ ҫак куна чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.
Наталья МЕДВЕДЕВА.

