Альбина Владиславовнӑпа Сергей Петрович Абрамовсене пурнӑҫ ҫине пӗр пек пӑхни пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсем иккӗшӗ те строительство сферинче нумай ҫул вӑй хураҫҫӗ, ҫавӑн пекех пӗрле ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене пулӑшу кӳрес енӗпе пысӑк ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ.
Кил хуҫи Сергей Абрамов Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарти «ТУС» строительство компанийӗнче каменщиксен прорабӗнче вӑй хурать. Мӑшӑрӗ Альбина Шупашкар районӗнчи Тимӗрҫырма ялӗнчен, «СУ-28» строительсен управленийӗнче штукатурсен бригадине ертсе пырать. Вӗсем 2002 ҫулта «СУ-28» ООО-ра пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑтра паллашнӑ. Кӑштахран икӗ чӗре хушшинче вӗри туйӑмсем ҫуралнӑ, ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртаннӑ. Мӑшӑр виҫӗ хӗре тивӗҫлӗ воспитани парса ҫитӗнтернӗ. Асли Диана халӗ хӑй те ҫемьеллӗ ӗнтӗ, мӑшӑрӗпе вӗсем 2 пепкене кун ҫути парнеленӗ. Оля Санкт-Петербург хулинче ӗҫлесе пурӑнать. Аня Шупашкарти 64-мӗш шкулта 9-мӗш класра пӗлӳ илет. Ҫавӑн пекех мӑшӑр Сергей Петровичӑн аслӑ хӗрӗпе Любӑпа та лайӑх хутшӑнать. Вӑл Чулхулара тӗпленнӗ.
Абрамовсем Шупашкарта ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ пулсан та кил хуҫин Хырай Ӗнелӗнчи тӗп килне те пӑрахмаҫҫӗ. Кашни канмалли кунсене вӗсем яла васкаҫҫӗ, унта тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ, чӑхсемпе кушак пур вӗсен.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан Альбина Владиславовна унта каякансене мӗнпе пулӑшма май пулни ҫинчен тӳрех интересленме пуҫланӑ. «2022 ҫулхи октябрӗн 19-мӗшӗнче ялта мобилизаципе ҫара каякан ҫамрӑксене куртӑмӑр. Автобуссемпе илсе каякансене питӗ шеллерӗм, ун чухнех вӗсене май килнӗ таран пулӑшма тӗллев лартрӑм. Ялта Альбина Александрова ертсе пынипе волонтерсен «Пӗрле» ушкӑнӗ йӗркеленчӗ. Унта хутшӑнса ҫак ялти хастарсемпе пӗрле маскировка сеткисем ҫыхма тытӑнтӑмӑр», — каласа парать вӑл.
Паянхи кун тӗлне волонтерсем 250 сетка ҫыхса СВОна ӑсатнӑ, малалла та ку енӗпе тӑрӑшуллӑ ӗҫлеҫҫӗ.
2024 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Альбина Владиславовнӑна «За содействие СВО» медаль парса чысланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл тата та хавхаланнӑ, волонтерлӑх ӗҫӗпе малаллах ӗҫлет. Мӑшӑрӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ пӗрле салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ леҫме тытӑннӑ.
«2025 ҫулхи январӗн 3-мӗшӗнче пӗрремӗш хут ҫула тухрӑмӑр. Хамӑр ялта, кӳршӗри ялсенче пурӑнакансемпе тата округри хастарсемпе пӗрле гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтартӑмӑр, ӑна салтаксен блиндажӗсем патне ҫитиех ҫитерсе патӑмӑр. СВОри ентешсемшӗн ку чӑн-чӑн Ҫӗнӗ ҫул парни пулчӗ, питӗ савӑнчӗҫ», — аса илеҫҫӗ Абрамовсем. Вырӑнти волонтерсен ӗҫне йӗркелесе пыракан Владимир Воронов тата Минфенисе Прохорова пулӑшнипе вӗсем 10 хутчен аякри ҫула тухнӑ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене валли нумай-нумай груз илсе ҫитернӗ. «Гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫре пирӗн халӑх питӗ хастар пулни савӑнтарать. Пирӗн ялта, каларӑм ӗнтӗ, Альбина Александрова, Кивӗ Сӗнтӗрте Галина Смирнова ку ӗҫе йӗркелесе пыраҫҫӗ. Округри ытти ялсенче пурӑнакансем те айккинче тӑрса юлмаҫҫӗ, яланах пулӑшма хатӗр. Манпа тата мӑшӑрпа пӗрле ӗҫлекенсем те, пирӗн организацисен ертӳҫисем Григорий Колбовский тата Николай Угаслов та нумай пулӑшаҫҫӗ. Хӗрӗм Аня вӗренекен шкултан та гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса пачӗҫ», — каласа парать Альбина Владиславовна.
Ҫапӑҫу пыракан вырӑнсем патне ҫывхарма кашниех хӑюлӑх ҫитереймест. Абрамовсем вӗсен пулӑшӑвӗ салтаксемшӗн питӗ кирлине, ӑна вӗсем тем пек кӗтнине ӑнланса ҫула пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кашнинчех тухса каяс умӗн чиркӗве кайса пачӑшкӑран пил илеҫҫӗ, Турра кӗл туса ҫула тухаҫҫӗ. Мӑшӑр пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулни, пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланни вӗсене йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе малалла кайма пулӑшать. «Пӗр еннелле 1350 ҫухрӑм, каялла ҫавӑн чухлех виҫӗ кун хушшинче парӑнтаратпӑр. Ҫул ҫинче черетпе руль умне ларатпӑр. Хӗрӳ вырӑнсене ҫывхарса пынӑ май чӑннипех те хӑрушӑ. Тӑшман мирлӗ ҫынсен ҫурчӗсене пӗр шеллемесӗр аркатать. Вӑл вӑйлӑ пеме пуҫланӑран окопра пытанса ларни те пулнӑ пирӗн», —тӑсаҫҫӗ калаҫӑва Абрамовсем.
Нумаях пулмасть вӗсем черетлӗ хут Белгород облаҫӗнче гуманитари миссине пурнӑҫланӑ. «Сура» батальонри чӑвашсенчен вӗсем тӑшманӑн персе антарнӑ пилотсӑр вӗҫев аппаратне илсе килнӗ. Вӑл районти «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче хӑйӗн вырӑнне тупӗ. Абрамовсем вара волонтерлӑх ӗҫне малалла та тӑсасшӑн. «Пирӗн пулӑшу кирлӗ чухне эпир татах та татах ҫула тухма хатӗр. Салтаксем мӗн ыйтнине халӑх пулӑшнипе кӗске хушӑра пуҫтаратпӑр. Пысӑк тав пурне те», — терӗҫ вӗсем.
Ырӑ туни, пин хут ыррипе таврӑнтӑрах!
Наталья Калашникова.

