Эпӗ хам ӗмӗрте сиплев учрежднийӗсенче нумаях выртса сипленмен. Комсомольскинчи тӗп больницӑра икӗ-виҫӗ хут анчах, маларах унта вунӑ-вунпилӗк ҫул каялла пулнӑччӗ. Хальхинче вара чире маларах та вӑхӑтра тупса палӑртса больницӑн терапи уйрӑмне хучӗҫ. Унчченхипе танлаштарсан кунта медицина пулӑшӑвӗн шайӗ лайӑх енне улшӑнни тӳрех куҫ умӗнче. Палатӑсенче ҫутӑ та ӑшӑ, хӑтлӑ. Медицина ӗҫченӗсем ырӑ кӑмӑллӑ йышӑнаҫҫӗ.
Раҫҫей Правительстви ҫӗршыври ҫынсен сывлӑхӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрать. 2025 ҫултан пуҫласа «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» федераллӑ наци проекчӗ ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн, патшалӑх ҫынсен ӗмӗрне вӑрӑмлатма чылай ен палӑртать. Правительство медицина инфраструктурине аталантарса сиплев учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттерет, фельдшерпа акушер пункчӗсен ҫурчӗсене ҫӗнетет, паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен оборудованисем вырнаҫтарма тӑрӑшать. 2030 ҫул тӗлне ҫӗршывра 4 пин медицина объекчӗ ҫӗнӗрен тумалла, 7 пин ытла учреждение юсамалла, 16 пин медоборудовани туянмалла. Проект тӗллевӗ ҫӗршывра пурӑнакансен вӑтам ӗмӗрне 2030 ҫул тӗлне 78 ҫула, 2036 ҫул тӗлне 81 ҫула ҫитересси пулса тӑрать. Медицинӑна пысӑк квалификациллӗ специалистсемпе кирлӗ таран тивӗҫтересси, чирсене маларах тупса палӑртса вӑхӑтра сиплесси те чи малтан пурнӑҫламалли ӗҫсем шутланаҫҫӗ. Аслӑ ӳсӗмри ҫынсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пулӑшассине те проекта кӗртнӗ.
Манӑн Комсомольски тӗп больницин терапи уйрӑмӗ пирки чарӑнса тӑрас килет. Кунта сипленнӗ май унта ӗҫлекенсем пысӑк квалификациллӗ те пултаруллӑ пулнине куртӑм. Л.Н. Чумарова врач-терапевт мана тӗплӗ тӗрӗслерӗ, кирлӗ сиплев курсӗ палӑртрӗ. Терапи уйрӑмӗн заведующийӗ Н.В.Ефремова та ман сывлӑхпа интересленсех тӑчӗ. Д.Р.Хамидуллина, Э.В.Григорьева, Е.П.Михеева медсестрасем вӑхӑтра укол, система лартрӗҫ. Вӗсем эмелпе те, сӑмахпа та сиплеме тӑрӑшрӗҫ. Вӗсен тӑрӑшулӑхӗпе профессионализмне пула хама лайӑх туйма пуҫларӑм. Больницӑри ытти медперсонал та хӑйсене шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынине палӑртмалла.
Участокри врач-терапевт З.М.Пахалова тата Е.Н.Безменова медицина сестри хӑйсем патне килекен ҫынсене ырӑ кӑмӑллӑн йышӑннипе пӗрлех чирсене маларах тупса палӑртас енӗпе нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ, вӑраха ямасӑр ҫийӗнчех сиплес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть шур халатлӑ ӗҫченсем Медицина сестрин кунне паллӑ турӗҫ. Вӗсене уяв саламӗсем ҫумне хутшӑнса тав сӑмахӗ калас килет. Ҫынсене сиплес тата сыватас пархатарлӑ та яваплӑ ӗҫре ӑнӑҫусем ҫеҫ пулччӗр.
«Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» федераллӑ наци проекчӗ малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлетӗр. Ҫакӑ уйрӑмах пирӗншӗн, аслӑ ӳсӗмри ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ.
Людмила Кокшина.

