Вторник, 13 октября

50 ҫул пӗр ҫулпа, юратнӑ мӑшӑрпа

50 ҫул пӗр ҫулпа, юратнӑ мӑшӑрпа

Юрату вӑл — ҫынна панӑ пысӑк пуянлӑх. Вӑл икӗ ҫынна куҫа курӑнман ҫиппе ҫыхӑнтарса тӑрать, вӗсен шӑписене пӗр ҫӗре пӗрлештерсе пурнӑҫ сукмакӗ тӑрӑх яланах юнашар утма хистет. Мӑшӑрпа 50 ҫул пӗрле пурӑнакансен ҫак ҫыхӑну кунран-кун ҫирӗпленсе ҫеҫ пырать. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи ЗАГС уйрӑмӗнче ҫур ӗмӗр пӗрле пурнӑҫ сукмакне такӑрлатакан Петровсене чысларӗҫ, мӑшӑра «ылтӑн туйпа» саламласа вӗсен ячӗсене округри ҫемье пурнӑҫӗн хисеплӗ юбилярӗсен кӗнекине кӗртрӗҫ.   

Николай Арсентьевич Хурнай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ялти 8 ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Караганда хулинче училищӗре вӗренсе каменщик-монтажник специальноҫне алла илнӗ. 1969 ҫултан пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех вӑл «Восток» колхозра водительте вӑй хунӑ. Николай Петров — ӗҫ ветеранӗ. Нумай ҫул ял хуҫалӑхӗнче ырми-канми тӑрӑшса вӑл нумай наградӑна тивӗҫнӗ, ҫав шутра — «Восток» колхозӑн, ҪҪХПИн Хисеп грамотисем, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав хучӗ. Вӑл республикӑри чи лайӑх ӗҫ династийӗсен слетне те хутшӑннӑ. 

Кил вучахӗн управҫи Эткер ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ялти шкула пӗтерсен Патӑрьелӗнче ветеринара вӗреннӗ. Унтан нумай ҫул «Восток» колхозра ветеринари фельдшерӗнче вӑй хунӑ. Валентина Георгиевна та, мӑшӑрӗ пекех, ӗҫӗпе хисепе тивӗҫнӗ. Унӑн тӑван колхозӑн, район администрацийӗн ял хуҫалӑх управленийӗн Хисеп грамотисем, ҫавӑн пекех ВДНХ бронза медалӗ те пур.

Килӗшӳллӗ мӑшӑр виҫӗ ачана кун ҫути парнеленӗ, халӗ вӗсене 5 мӑнукӗ савӑнтарать. Ҫур ӗмӗр ӗнтӗ пӗр-пӗрне ӑнланса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса, ҫемье вучахне упраса пурӑнаҫҫӗ. Ачисем те ашшӗ-амӑшӗнчен тӗслӗх илсе хӑйсен ҫемйисене куҫ пек упраҫҫӗ, аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ.

Ҫак кун Петровсене чаплӑ уяв ячӗпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ Валерий Нямуков, «Восток» ЯХПК председателӗ Валерий Михеев, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Сергей Катиков тата ыттисем те ӑшшӑн саламларӗҫ, ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, иксӗлми телей сунчӗҫ. Юбилярсем 50 ҫул каяллахи пекех вальс ташласа пӗр-пӗрне ӗмӗр-ӗмӗр юратса пурӑнма тупа турӗҫ.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *