Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи ӗҫченсем уй-хире тухма хатӗр тӑраҫҫӗ. Уяр ҫанталӑкпа усӑ курса иртнӗ эрне вӗҫӗнче «Искра» колхозри механизаторсем сӗлӗ акма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех кунта нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелеме, апатлантарма та тытӑннӑ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акма ҫӗр хатӗрлес ӗҫе пуҫӑннӑ. Хавхаланупа пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсма ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑни чӑрмав кӳнӗ.
Ҫӗрӗҫченӗсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене хатӗрленсе ҫитнӗ. Вӗсем ҫӗр пулса ҫитессе тата ҫанталӑк лайӑхланасса анчах кӗтеҫҫӗ.
Кӗҫех округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен, уйрӑм ҫынсен хирӗсенче трактор-машина сасси илтӗнме тытӑнӗ, хресченшӗн хӗрӳ вӑхӑт пуҫланӗ.
(Хамӑр инф.).

