Вторник, 13 октября

Дарья Дьяконова – 100 ҫулта

Дарья Дьяконова – 100 ҫулта

Ҫирӗп сывлӑхпа, ҫивӗч ӑс-тӑнпа пӗр ӗмӗр пурӑнасси — пысӑк телей. Ҫак кунсенче Хырай Ӗнел ялӗнче пурӑнакан Дарья Дьяконова 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ҫулне кура мар хастарскертен пирӗн тӗслӗх илмелли пурах.

Дарья Яковлевна хресчен ҫемйинче ҫут тӗнчене килнӗ. Унӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ йывӑр ҫулсене лекнӗ. Мӗн пӗчӗкрен ҫитӗннисемпе тан ӗҫлеме тивнӗ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче уйрӑмах йывӑр пулнӑ. Мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех вӑл колхозра тар тӑкнӑ: пахча ҫимӗҫ, тыр-пул ҫитӗнтернӗ, выльӑх апачӗ хатӗрленӗ. Кирек мӗнле ӗҫре те яланах хастарлӑхпа, тӑрӑшулӑхпа палӑрса тӑнӑ. Ырми-канми ӗҫӗшӗн Дарья Дьяконова «Ӗҫ ветеранӗ» тата «Тыл ӗҫченӗ» ятсене тивӗҫнӗ, унӑн тӑрӑшулӑхне тӗрлӗрен наградӑсем парса хакланӑ.

Юбиляр пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ, паянхи кун вара икӗ мӑнукӗпе тӑватӑ мӑнмӑнукӗ унӑн чун-чӗрине ӑшӑтаҫҫӗ. Пурнӑҫа юратни, яланах ыррине шанни, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни кинемее кун-ҫул сукмакӗ тӑрӑх ҫирӗппӗн утма пулӑшаҫҫӗ. Вӑл пур йывӑрлӑха та тивӗҫлӗн чӑтса ирттерсе яланах ырӑ кӑмӑлпа малалла утать.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Любовь Полякова, «Искра» колхоз председателӗ Александр Зайцев Дарья Яковлевнӑна ҫак чаплӑ юбилейпе ӑшшӑн саламланӑ, хаклӑ парнесем тата чечексем панӑ, РФ Президенчӗн В.В.Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне те юбиляр патне ҫитернӗ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем кинемее ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарса савӑнтарнӑ. Эпир те юбиляра ӑшшӑн саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, телейпе савӑнӑҫ сунатпӑр.

Наталья МЕДВЕДЕВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *