Вторник, 13 октября

Партин ҫӗнӗ Секретарӗ – С.Г.Артамонов

Партин ҫӗнӗ Секретарӗ – С.Г.Артамонов

Шупашкарта «Единая Россия» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн конференцийӗ иртнӗ. Унта пирӗн округ делегацийӗ те хутшӑннӑ.

Мероприятире республикӑра пурнӑҫа кӗртекен Халӑх программин кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ, ҫӗнӗ тапхӑр валли сӗнӳсем йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех партин регионти уйрӑмӗн Секретарьне те суйланӑ. Малашне ҫак должноҫра Сергей Геннадьевич Артамонов ӗҫлӗ.

Палӑртса хӑварар: паянхи кун республика Правительствипе «Единая Россия» парти шанчӑклӑ партнерсем пулса вӑй хураҫҫӗ. 46 пин ытла ҫынна пӗрлештерсе тӑракан парти тытӑмӗ кашни хулара тата пӗчӗк ялта пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ыйтусем ҫинчен пӗлсе тӑма май парать. Пӗрле тӑрӑшнине кура республикӑри шкулсем, больницӑсем, культура ҫурчӗсем тата спорт площадкисем ҫӗнелеҫҫӗ. Парти проекчӗсем патшалӑх программисем ҫумне хутшӑнса социаллӑ пулӑшӑва тата та тухӑҫлӑрах тӑваҫҫӗ.

Конференцире малашнехи тӗллевсене те палӑртнӑ. Парти пуҫарӑвӗсене шута илсе тӗрлӗ шайри ҫивӗч ыйтусене татса пама планлаҫҫӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *