Вторник, 13 октября

Ветерансем черетлӗ канашлура

Ветерансем черетлӗ канашлура

Ветерансен совечӗ хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне округӑн обществӑлла пурнӑҫне шута илсе туса пырать. Вӑл аслӑ ҫулсенчи ҫынсене пӗрлештерсе тӑрсан та  ӳсекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑннипе пӗрлех яланах халӑхпа тан утма тӑрӑшать. Апрелӗн 29-мӗшӗнче ветерансем муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗпе Н.Н.Раськинпа тӗлпулу йӗркелерӗҫ.

Мероприятие округри ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫрӗ, пурне те уҫӑ калаҫӑва чӗнчӗ.

Николай Никандрович хӑй сӑмахне пуҫланӑ май ветерансем округ никӗсӗ пулнине палӑртрӗ. Вӗсен тӑрӑшулӑхне пула район аталанса пынӑ. Паянхи кун та вӗсем тӑван тӑрӑхри ӗҫ-хӗлпе, унти пурнӑҫпа интересленсе тӑраҫҫӗ. Ку енӗпе агропромышленноҫ тата вӑй структурисен ветеранӗсен уйрӑмӗсене хастар пулнишӗн ырларӗ.

Малалла округ пуҫлӑхӗ юлашки вӑхӑтра туса ирттернӗ ӗҫсем, малашнехи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Округри ветерансене ҫеҫ мар, пурне те хумхантаракан ыйтусене хускатрӗ. Тасатмалли сооруженисем енӗпе тунӑ утӑмсем ҫинчен каларӗ. Республикӑра  2027—2028 ҫулсенче туса ирттермелли программӑна кӗртнине асӑнчӗ. Комсомольскинчи ӑпӑр-тапӑр пӑрахмалли вырӑнта (свалкӑра) рекультиваци тумалли проекта хатӗрлемелле, унта ӗҫсене пуҫлассине 2028—2029 ҫулсенчи программӑра палӑртнӑ. Комсомольскинчи культура ҫуртне ҫӗнӗрен тӑвас енӗпе проектсен аукционне ирттермелле. Культура учрежденийӗсене хӑтлӑх кӗртес енӗпе чылай ӗҫ туни пирки каласа пачӗ. Аслӑ Ҫӗрпӳел тата Урмаел культура ҫурчӗсенче тӗплӗ юсав ӗҫӗсем тунӑ. Клубсене хутса ӑшӑтмалли системӑна  ҫутҫанталӑк газӗ ҫине куҫарасси пырать. Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкулне тӑвасси пысӑк объект пулнӑ май ун ҫине уйрӑмах тимлӗх  нумай уйӑрнине, унти ӗҫсем малалла пынине асӑнса хӑварчӗ.

Умра  — май  уявӗсем. Хӑрушлӑхран сыхланас тӗлӗшпе вӗсене уявлас енӗпе хӑш-пӗр чарусем пулсан та мероприятисем иртӗҫ. Майӑн 8-мӗшӗнче Комсомольскинче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ҫынсене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче сӳнми ҫулӑм чӗртӗҫ. Округ пуҫлӑхӗ малашне те Тӑван ҫӗршыв сыхлавҫисен ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра тытма май парас тесе паркра тирпейлӗхпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлес тӗллевлӗ пулнине палӑртрӗ.

Ватӑ ҫын сӑмахӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине шута илсе кӗркунне иртекен суйлавсене халӑха ытларах хутшӑнтарас енӗпе тӑрӑшма сӗнчӗ.

Округӑн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн заведующийӗ Д.Н.Грибова хӑй сӑмахӗнче уяв кунӗсенче иртекен мероприятисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. РФ Социаллӑ фончӗн округри клиент службин начальникӗ Н.В.Юманова пенси тата ытти тӳлевсем ҫинчен каласа пачӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ.

Аграри ветеранӗсен совечӗн председателӗ И.Х.Миннетуллин республика делегацийӗпе пӗрле РФ Патшалӑх Думинче пулни ҫинчен,  «Единая Россия» партин округри уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова округ делегацийӗ партин республикӑри конференцине хутшӑнни пирки каласа пачӗҫ.

Кивӗ Сӗнтӗрте пурӑнакан Г.Г.Смирновӑна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе  хастар ӗҫленӗшӗн  Мускаври Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен фончӗн тав Ҫырӑвӗпе чысларӗҫ.

Юрий Гаврилов.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *