Ҫу кунӗсем ҫывхарса пынӑ май ҫулсем ҫинче ҫамрӑк «гонщиксем» курӑнма пуҫларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх йӗркисем ҫинчен манса права илме ҫулӗ ҫитмен ачисене питбайксем, мотоскутерсем тата мотоциклсем туянса параҫҫӗ. Ҫак транспорт хатӗрӗсемпе аварие лексе суранланнӑ е пурнӑҫран уйрӑлнӑ тӗслӗхсем вара кашни ҫулах пулаҫҫӗ.
Шкулсенче час-часах ҫак темӑпа хӑрушсӑрлӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ, ҫавах та ҫулӗ ҫитмесӗрех икӗ кустӑрмаллӑ транспортпа ҫула тухакансем тӗрлӗ ялсенче те пур. Ял ачисем ҫеҫ мар, хуларан аслашшӗ-асламӑшӗ патне ҫуллахи каникула килекенсем те «ҫил хӑваласа» ҫӳреҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ «ялта юрать» тесех ывӑлӗсене питбайксемпе мотоциклсем туянса параҫҫӗ. Анчах та инкек сиксе тухсан «чавса ҫывӑх та ҫыртаймӑн» темелли ҫеҫ юлать.
Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ! Ачӑрсене водитель удостоверенийӗ иличченех мототехника туянса ан парӑр. Ҫакӑнтан сирӗн ачӑрӑн пурнӑҫӗ те килет. Унсӑр пуҫне ача ҫул ҫитмесӗрех мототехникӑпа ҫула тухнӑшӑн ашшӗ-амӑшне пысӑк штрафсем кӗтеҫҫӗ. 16 ҫул тултарнӑ ҫамрӑк правасӑр руль умне ларнӑшӑн 5 пин тенкӗрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереҫҫӗ, унсӑр пуҫне техникӑна штрафстоянкӑна эвакуацилеҫҫӗ. Енчен те эсир хӑвӑр ирӗкпе ачӑра техникӑна ярӑнма панӑ пулсан РФ Административлӑ йӗркене пӑснисем ҫинчен калакан кодексӑн 12.7 статйи тӑрӑх 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле пулать. Енчен те руль умӗнчи ача 16 ҫул тултарайман пулсан РФ Административлӑ йӗркене пӑснисем ҫинчен калакан кодексӑн 5.35 статйи тӑрӑх та ашшӗ-амӑшӗсен тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн явап тытма тивет. Сирӗн ӗҫе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси пӑхса тухӗ. Мототехникӑпа шлемсӑр ҫӳренӗшӗн тата 1 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ.
Асра тытӑр: питбайк — ятарлӑ трассӑсем тӑрӑх ярӑнмалли спорт инвентарӗ. Унпа пурте ҫӳрекен ҫулсем тӑрӑх ярӑнма юрамасть. Ача питбайк ҫине ларса ҫула тухни уншӑн хӑйӗншӗн те, ҫул ҫинчи ытти ҫынсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.
Сергей ЛАСТОЧКИН.

