Паянхи кун интернет темӗн те пӗлме май панисӗр пуҫне ҫынна хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме те пултарать. Чылай чухне ултавҫӑсемпе вербовщиксен аллине ачасемпе ҫамрӑксем лекеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра ачасем пушӑ вӑхӑтне интернетра ирттерме кӑмӑллаҫҫӗ. Анчах та ашшӗ-амӑшӗн ывӑл-хӗрӗ телефонпа ларнӑ чухне мӗн тума юратнипе, кампа хутшӑннипе интересленсех тӑмалла. Ырӑ мар шухӑшлӑ ҫынсем ачасемпе час-часах социаллӑ сетьсем, вӑйӑсем тата мессенджерсем урлӑ ҫыхӑнаҫҫӗ. Вӗсем опытлӑ психологсенчен пӗрре те кая мар шанӑҫа кӗме пӗлеҫҫӗ. Хӑйне пӗччен те телейсӗр туякан ҫамрӑкпа тус вырӑнне пулса темӗн ҫинчен те калаҫаҫҫӗ, унтан вара «ҫӑмӑл укҫа» сӗнеҫҫӗ е ансат заданисем пурнӑҫласа ӗҫлесе илме май пуррине ӗнентереҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсемпе хутшӑнса, вӗсене ӗненсе ачасем пысӑк инкеке лекме пултараҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен тӗпренчӗкӗсемпе ҫывӑх хутшӑнусем йӗркелеме тӑрӑшмалла. Юнашар ларса калаҫнӑ вӑхӑтра интернет тетелӗнче палламан ҫынсемпе хутшӑнма, вӗсене харпӑр хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пама, вӑрттӑнлӑхсене уҫма юраманни ҫинчен ӑнлантармалла. Енчен те ҫӗнӗ пӗлӗш пӗр-пӗр ӗҫ хушать е «юлташла» мӗн те пулин тума ыйтать пулсан ҫакна ҫитӗннисемпе сӳтсе явмалли ҫинчен пӗлтермелле.
Ачӑрсемпе шанчӑклӑ хутшӑнусем йӗркелеме тӑрӑшӑр, вара вӗсем интернетри калаҫусем ҫинчен пӗлтерме хӑрамӗҫ, иккӗлентерекен сӗнӳсене сӳтсе явма та хатӗр пулӗҫ.
Игорь КОЗЛОВ.

