Вторник, 13 октября

Вӑрланӑ юратӑвӑн хакӗ

Мария Петровская-Петрова

Калав

(Вӗҫӗ).

— Соня вунтăваттăра, Таня вуникĕ çулта.
Хĕр ачисен сăн ỹкерчĕкĕсене кăтартма та килĕшрĕ амăшĕ.

— Чипер пикесем, иккĕшĕ те ашшĕ сăнлă. Кĕçĕнни манăн Лариса пекех. Телейĕсем пулччăрах ĕнтĕ вĕсен. Операци ăнăçлă иртнĕ пулсан Таня сывалатех. Пурте лайăха шанса тăратпăр, — терĕ Нина Петровна телефонне каялла парса. — Халалсем пирки калас пулсан Тольăн саккунлă арăмĕ эпĕ шутланатăп. Кăçалхи апрель уйăхĕнче пĕрле пухнă укçаран Толя икĕ миллион та пилĕкçĕр пин тенкĕ перекет банкĕн кĕнекинчен илнĕ. Сирĕн калаçуран çак укçа Таньăна операци тума кайнă. Халь пурăнакан çуртăра та пирĕн укçа-тенкĕпех туса лартнă эсир. Мĕншĕн тесен тепĕр перекет банкĕн кĕнекине упăшка «çухатнă», унта сахал мар укçа пулнă пирĕн. 20 çула яхăн пухнă укçаран паянхи кун тĕлне 2 миллион та пилĕкçĕр пин тенкĕ çеç курăнать. Кил-çурт енчен илес пулсан та нимĕн пайламалли те çук пирĕн. Суд тăрăх çỹремесĕрех татса пама пулать çак ыйтусене. Эпир хваттере кредитпа илнĕ. Татмалли тепĕр икĕ çул юлнă. Эпĕ сирĕн умăрта парăмра мар. Е миллион укçа шыраса илесшĕн-и манран Тольăн халалĕ тăрăх? — çирĕп сасăпа ыйтрĕ ултавçă упăшкине пула инкек тỹснĕ хĕрарăм.

— Пурнăç çакăн пек çавăрăнса тухасса шутлама та пултарайман эпĕ. Хама телейлĕ хĕрарăм тесе шутланăччĕ. Толя çемьеллĕ пулнине пĕлнĕ пулсан хамăн пурнăçа унпа çыхăнтарман та пулнă пулăттăм. Таня хĕрĕм çинчен шухăшласа чĕрем çунса тухать манăн. Ашшĕ вилнĕренпе аран-аран саплаштарса пыратпăр пурнăçа. Совеçсĕр çын тесе ан шутлăр мана. Пире сирĕнтен нимĕн те кирлĕ мар. Толя мана укçа-тенкĕ пирки нимĕн те пĕлтермен. «Ăçтан тупрăн, камран илтĕн?» — тесе те ыйтма хушмастчĕ. «Çемьене укçа-тенкĕпе арçыннăн тивĕçтермелле», — тетчĕ. — Халалĕсене сире паратăп, — терĕ те Нина Петровна умне пырса хучĕ.

— Тăрлавсăр, пỹтсĕр, ултавçă арçыншăн тăшмансем пулса юлар мар. Ачасене паллаштарса тăванлăх туйăмĕ çуратмалла. Малашне пĕр-пĕринпе хутшăнса туслă пурăнччăр, — сĕнчĕ Нина Петровна.

Нина Петровна та, Лариса Гавриловна та тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç, ăшшăн сывпуллашрĕç.

Марина Гавриловна урама тухсан та Тольăн арăмĕ çинчен шухăшлама пăрахаймарĕ. «Çакăн пек ырă, кăмăллă, ăслă, хитре çынна кỹрентерме епле хăйнă-ши Толя? Унăн ултавĕ ним ырри патне те илсе çитермерĕ. Арăмне улталаса, çаратса тепĕр çемье çавăрни йĕркеллĕ-и тата? Хăй калашле, Таня та ашшĕн çылăхĕсемшĕнех нушаланать пулмалла. Мухтав Турра, сывлăхĕ йĕркеленсе пырать-ха. Тепĕр çын пулнă пулсан упăшки тăкак кỹнисене манран шыраса илме пултаратчĕ вĕт», — пĕтĕмлетỹ турĕ вăл паянхи калаçу хыççăн.

Хăна тухса кайсан кил хуçи хĕрарăмĕ хĕрлĕ коробкăна çĕнĕрен алла илчĕ те: «Эх, Толя, Толя, хăвăн çылăхна çак ылтăнсемпе каçарттарма шутларăн-им? Е вăтăр çул хушшинче пĕр чечек çыххи те парса курмарăм тесе парас терĕн-и ылтăнусене? Маншăн ăшă кăмăлу, хисепỹ, юратăву хаклăрахчĕ. Эсĕ, ав, вĕсене урăх хĕрарăма панă. Хăвна пĕчĕк ачана пăхнă пек тимлĕх уйăрнăшăн çĕр йăтайми намăс, ырату, хурлăх кỹтĕн мана. Тавах хăть Марина умĕнче ман ята вараламаншăн. Хăш-пĕр арçынсем еркĕнĕсен умĕнче арăмĕсене çỹп-çап вырăнне хурса темĕн те пĕр каласа хăртаççĕ. Тĕнче те пăсăлчĕ, этемсем те ирĕке тухрĕç пулмалла. Икĕ-виçĕ çемьепе пурăнакансем те çумăр хыççăн шăтса тухнă кăмпасем пекех нумайланса кайрĕç. Намăс-симĕсĕ те çук вĕсемшĕн. Арлă-арăмлă пурăннă вăхăтрах еркĕнĕсемпе аскăнланса пурăнаççĕ. Çемье чысне варалаççĕ, ачи-пăчисене пăрахаççĕ.

Мана кăна мар, тепĕр хĕрарăма та телейсĕр турăн эсĕ, хĕр ачасене тăлăха хăвартăн. Иккĕмĕш арăму йĕркеллĕ, таса чунлă, чипер хĕрарăм. Вăл та ман пекех ĕненнĕ, шаннă, юратнă сана. Пĕтертĕн пирĕн пурнăçа. Хăв та аллă пиллĕкрех çĕре кĕрсе выртрăн. Икĕ çемье хушшинче урапа ăшне лекнĕ пакша евĕр тапаçлансах чĕрỹ тапма чарăнчĕ пулĕ санăн? — чĕрĕ çынпа калаçнă пекех сăмахларĕ упăшкин сăн ỹкерчĕкĕпе Нина Петровна. — Хăш-пĕр хĕрарăмсем пек кашни утăмна сăнаса-пăхса тăманран, хăвна шаннăран çакăн пек чыссăрла хăтлантăн-и? Е нихăш çĕре те пуçа чикменнине кура тем тусан та юрать терĕн-ши? Ларисăн чунне те ĕмĕрлĕхех амантса хăвартăн. Иксĕмĕр хушăри юратуран кĕл купи çеç тăрса юлчĕ. Суя командировкусем валли хатĕрлесе панă чăматанна килтен йăтса тухса кайнă чухне: «Чипер юлăр, манăн юратнă та хаклă çыннăмăрсем, тепĕр вунă кунтан каялла çаврăнса çитетĕп», — теме чĕлхỹ мĕнле çаврăнчĕ-ши санăн?»

Кăштах шухăшласа тăнă хыççăн сăн ỹкерчĕке курăнман çĕре шаларах чиксе хучĕ.

Ылтăн эрешсем çине тепре пăхса коробкăна хупса хучĕ.

Тĕлпулу хыççăн упăшкин парни çинчен никама та пĕлтерес темерĕ вăл. Ыранах ломбарда кайса укçапа улăштарса килĕ вĕсене. 500 пин тенкĕ укçана Маринăна кайса парĕ. «Таньăна операци хыççăн вăй илме пулăштăрах çак укçа-тенкĕ», — ырă сунчĕ упăшкин хĕр ачине чăннипех те таса чунлă, ырă та ăшă кăмăллă хĕрарăм.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *