(Малалли).
Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ
«Пӗр 4—5 ҫул каялла кӑна-ха универмага ытларах Комсомольскинче тата унӑн ҫывӑхӗнче пурӑнакансем кӑна пыратчӗҫ. Халӗ тавар туянакансем хушшинче «Гигант», «Урожай», «Заря» тата ытти колхозсенчи ӗҫченсене те курма пулать. Ҫакӑ вӑл, паллах, ӗҫҫыннисен пурнӑҫӗ лайӑхланса пынипе пӗрлех, вӗсен ҫӳреме майсем тупӑннинчен те килет. Юлашки ҫулсенче асӑннӑ колхозсем еннелле ятарласа автобуссем ҫӳреме пуҫларӗҫ-ҫке» (1974 ҫулхи декабрӗн 14-мӗшӗ). «Районти 230 ҫыннӑн ҫӑмӑл автомобиль, 671 ҫыннӑн мотоцикл пур» (1979 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗ).
Районта пурӑнакансем ҫырма-ҫатрасем, ҫулсем хӗррисене йывӑҫ нумай лартнипе пӗрлех хӑйсен хуҫалӑхӗсенче те садсем чӗртме тӑрӑшнӑ. «Дружба» колхоз ял ӗҫченӗсем валли ҫулсеренех Патӑрьелӗнчи улма-ҫырла питомникӗнчен ҫимӗҫ паракан йывӑҫсем чылай илсе килет. Ку ӗҫе хуҫалӑх кӑҫал та турӗ. Ҫак кунсенче ял ӗҫченӗсем валли 1000 тӗп улмуҫҫи, 500 тӗп чие йывӑҫҫи илсе килнӗ те ӗнтӗ» (1974 ҫулхи майӑн 5-мӗшӗ). Йывӑҫсем лартас енӗпе уйӑхлӑхсем час-часах ирттернӗ. «Кӑҫалхи ҫуркунне ирттернӗ уйӑхлӑхра 30 пин тӗп ытла йывӑҫсем лартнӑ, 15 гектар ҫинче эрозипе кӗрешес тӗллевпе йывӑҫсем чӗртнӗ» (1974 ҫулхи октябрӗн 5-мӗшӗ).
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 30 ҫул ҫитнӗ май ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисене асӑнса палӑксем уҫасси малалла пынӑ. «Хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ ҫак шурӑ палӑк вӑтӑр виҫӗ салтакӑн паттӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗр аса илтерсе ларӗ» тесе вӗҫленӗ Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче палӑк уҫни пирки ҫырнӑ «Асрах вӗсем» статьяра В.Кизюков корреспондент (1974 ҫулхи ноябрӗн 30-мӗшӗ).
Вӗрентӳ ҫине те патшалӑх пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. «Юлашки ҫулсенче кӑна, акӑ, Тӑманлӑ Выҫлире тата Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнче вӑтам шкулсем уҫрӗҫ. Учительсен шучӗ те палӑрмаллах ӳсрӗ. Районта 1966 ҫулта 486 учитель ӗҫленӗ. Вӗсенчен 178-шӗ аслӑ шкулсенчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ вара районта 515 учитель. Вӗсенчен 200 ытла учитель аслӑ пӗлӳ илнисем. Районта вара вӗренекен ачасен хисепӗ пысӑк% иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче районти шкулсенче 9500 ача вӗреннӗ» (1970 ҫулхи июнӗн 13-мӗшӗ). «Комсомольскинчи вӑтам шкулта вӗренекенсене вара питӗ те хаклӑ парне пулчӗ. Вӗсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шурӑ кирпӗчрен купаланӑ виҫӗ хутлӑ шкулта кӗтсе илчӗҫ» (1974 ҫулхи сентябрӗн 3-мӗшӗ). «Хальхи вӑхӑтра районта 27 шкул. Вӗсенчен вуннӑшӗ — вӑтам шкулсем. Шкулсенче 10035 ача пӗлӳ илет» (1976 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗ).
Шкулсенче ӗҫ урокӗсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Кӗҫӗн Каҫалти 8 ҫул вӗренмелли шкултан килнӗ хыпарта «12 столяр, пӗр слесарь верстакӗ пур мастерскойра. Шкул валли чылай япаласем тунӑ…тӗрлӗрен стендсем, витринӑсем, портретсем валли рамӑсем ӑсталанӑ… тимӗртен касса та тӗрлӗ япаласем тума вӗренеҫҫӗ шкул ачисем» текен йӗркесене вулатӑн (1970 ҫулхи июлӗн 25-мӗшӗ).
1970 ҫулта республикӑра тимуровецсен юхӑмӗ анлӑн сарӑлма тытӑннӑ. «Пионер сасси» хаҫатра вӗсен штабӗ вырнаҫнӑ пулнӑ. Пирӗн районти ачасем те ҫак юхӑма хастар хутшӑннӑ. А.Артюшкин ялкор Киров поселокӗнчи ҫавӑн пек отряд ӗҫӗ-хӗлне «Ҫынсене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ» статьяра ҫутатса панӑ. «Вунпилӗк ача пӗр отряда пӗрлешрӗҫ. Юрий Кольцов командирӗ, Олег Можаев — юнкор, Георгий Матвеевпа Сергей Краснов разведчиксем пулма килӗшрӗҫ» (1971 ҫулхи майӑн 4-мӗшӗ).
1970 ҫулта Ҫӗнӗ Кипеҫ вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсем «Зарница-4» республикӑри ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Пирӗн районти шкул ачисем республикӑри ҫамрӑк туристсен 7-мӗш слетне хутшӑнса 1973 ҫулта 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кун пирки ҫав ҫулхи июлӗн 14-мӗшӗнчи номерӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Ачасем тимӗр-тӑмӑр, хут-хӑмӑр пухас ӗҫсене хастар хутшӑннӑ. «Хырай Ӗнелӗнчи шкул ачисем Тутар Чутейри тантӑшӗсемпе пӗрле ҫӗршыва 30 тонна тимӗр-тӑмӑр пухса панӑ. Шӑпах ҫак ӗҫе пула Иван Смирнов ячӗллӗ автобус ҫӳреме пуҫларӗ ӗнтӗ», — палӑртать А.Зайцев «Мухтавлӑ ӑру нихҫан та манмасть» статьяра Хырай Ӗнел ялне унта ҫуралса ӳснӗ паттӑр салтак ячӗпе автобус маршручӗ уҫӑлни пирки пӗлтерсе (1973 ҫулхи мартӑн 13-мӗшӗ).
«Ҫӗршыв сывлӑха сыхлас ӗҫ ҫине нумай укҫа-тенкӗ ярать, 4 ҫул хушшинче район больницинче икӗ хутлӑ амбулатори ҫурчӗпе аптека, Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнче участок больници, «Дружба», «Гигант», «Россия», Ульянов ячӗпе хисепленекен, «Заветы Ильича» колхозсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем ӳссе ларчӗҫ. «Заря» колхозра 35 койкӑллӑ ҫӗнӗ участок больници уҫӑлчӗ, Шурут больницинче вара часах 35 койкӑллӑ ҫӗнӗ корпус туса пӗтереҫҫӗ. Район больницинче инфекци корпусӗн ҫуртне аслӑлатнӑ, ача-пӑча уйрӑмне тунӑ, ача-пӑча сӗт кухнине уҫнӑ, 150—200 ҫын ҫӳремелӗх ҫӗнӗ поликлиника хута янӑ. Район больницинчи пур корпуссене те шыв, пӑс, газ кӗртнӗ, пахчаҫимӗҫ упрамалли вырӑн тунӑ. Больница койкисен шучӗ районта 175-рен 265-е ҫитрӗ. Районта вӑтам пӗлӳллӗ медицина работникӗсемпе врачсем ҫеҫ 19 ҫын (13 пулнӑ). Кашни фельдшерпа акушер пунктӗнчех фельдшерсем тата ытти вӑтам пӗлӳ илнӗ медицина работникӗсем ӗҫлеҫҫӗ. 10 фельдшер пунктне телефон кӗртнӗ», — хыпарлать район больницин тӗп врачӗ В.Кортунова хаҫатӑн 1970 ҫулхи июнӗн 13-мӗшӗнчи номерӗнче.
Юрий Гаврилов.

