Вторник, 13 октября

Кашни ыйту шутра пултӑр, хурав туптӑр

Кашни ыйту шутра пултӑр, хурав туптӑр

Малтанах Олег Алексеевич ҫурхи шыв-шур вӑхӑтӗнче республикӑра лару-тӑру мӗнле пулни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Муниципалитетсемпе ятарлӑ службӑсем яваплӑха туйса ӗҫленине, вӑхӑтра кирлӗ мерӑсем йышӑннине палӑртрӗ. Ку тапхӑрта йывӑрлӑха лекнӗ тӗслӗхсем пулсан та пӗтӗмӗшле илсен вӗсене кӗске хушӑра пӗтерме май килнӗ. Юлашки кунсенчи юрлӑ-ҫумӑрлӑ, ҫиллӗ ҫанталӑка пула 6 муниципалитетра йывӑҫсем ӳксе чӑрмав кӑларса тӑратнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Олег Николаев халӑха ку вӑхӑтра ӑнлануллӑ пулнӑшӑн  тав турӗ.

«Ниме» проекта ҫынсем ырласа йышӑнаҫҫӗ, ун ӗҫне хапӑлласа хутшӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе 1531 проект ӗҫе кӗртнӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ ялсенче ҫулсем тӑвас тата юсас енӗпе пулнӑ. Ҫавӑн пекех ачасене вылямалли лаптӑксем тунӑ, шыв системине йӗркене кӗртнӗ тата ялсенчи пӗлтерӗшлӗ вырӑнсене хӑтлӑх кӳнӗ. Кӑҫал 1841 проекта хута ямалла. Вӗсенчен чылайӑшӗ каллех ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑнпа вӑл кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ.  «Ниме» проекта маларах ялсенче пурӑнакансем ҫеҫ ытларах хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал хуласем те ку тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ. Олег Николаев ӗҫсем мӗнле пурнӑҫланнине халӑхӑн хӑйӗн сӑнаса, асӑрхаса тӑмаллине палӑртрӗ. Проектсем вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланасса шаннине пӗлтерчӗ.

Чӑваш наци телевиденийӗнче ӗҫлекенсем урамра ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх территорине тирпей-илем кӗртес ыйту та ҫӗкленчӗ.  Республика Пуҫлӑхӗ управляющи компанисемпе муниципалитетсем ку енӗпе мӗнле ӗҫленине территорисенчи обществӑлла самоуправленисене (ТОС) тӗрӗслесе тӑма сӗнчӗ. «Вараламан вырӑн анчах таса пулать», — терӗ вӑл.

Колл-центр ӗҫченӗсем те тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче нумай ыйту йышӑннӑ. Шӑнкӑравлакансене ялсен инфраструктурине аталантарас ыйтусем ытларах интереслентерни палӑрнӑ.

Пассажирсене илсе ҫӳремелли транспортпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва хуравласа Олег Алексеевич  муниципалитетсем хушшинчи маршрутлӑ транспорт ҫыхӑнӑвне лайӑхлатас енӗпе правительствӑра  хӑш-пӗр йышӑнусем  тунине, малашне ку ыйтупа тарӑнрах ӗҫлемеллине асӑнчӗ.

Олег Николаев кашни ыйтӑва туллин те уҫӑмлӑн хуравлама тӑрӑшрӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене предпри нимательствӑпа ӗҫлеме паракан майсемпе  тата вӗсене тивӗҫекен республикӑра палӑртнӑ ҫӑмӑллӑхсемпе, пулӑшусемпе те паллаштарчӗ. Авариллӗ ҫуртсен шӑпи ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑлти Космонавтика музейне ҫӗнетес, Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркне хӑтлӑх кӗртес енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫсем пирки те каласа пачӗ. Кӑҫал чӑвашсем чылайӑн пурӑнакан Санкт-Петербург хулинче  Акатуй ирттерес енӗпе калаҫусем пыни пирки те пӗлтерчӗ. Ӑна малашне ҫулсеренех ирттересшӗн. Шупашкар аэропортӗнчен Новосибирска, Беларусь Республикине авиаҫул хывни экономика енчен те, туризм енчен те пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетрӗ.   Халӑх кӑмӑлне кайнӑ, пӗлтӗр республика Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе пуҫланнӑ «Сывлӑх патне утӑм» проект кӑҫал та малалла ӗҫлессине шантарчӗ. Яла ӗҫлеме килекен специалистсене республикӑра пулӑшас енӗпе палӑртнӑ мерӑсемпе те паллаштарчӗ. Ҫак  тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче 250 ытла шӑнкӑрав пулнӑ. Вӗсене паллах  пурне те эфирта хуравлама май ҫук. Ыйтусене ҫывӑх вӑхӑтрах пӑхса тухма, кирлӗ мерӑсем йышӑнма шантарчӗ республика Пуҫлӑхӗ.  Граждансен ыйтӑвӗсене йышӑнас тата вӗсене пӑхса тухас енӗпе ҫывӑх вӑхӑтра регионта ятарлӑ саккун йышӑнма хатӗрленни ҫинчен пӗлтерчӗ. «Ҫынсен кашни ыйтӑвӗ шутра, вӗсем ҫине тивӗҫлӗ хурав пултӑр», — палӑртрӗ вӑл.

Комментари

Николай Никандрович Раськин,

Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ%

«Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег  Николаевпа иртнӗ тӳрӗ лини ҫынсем   конкретлӑ йышӑнусем,  чӑн-чӑн улшӑнусем кӗтнине кӑтартса пачӗ.

 Халӑх хускатнӑ ыйтусем пирӗншӗн паллӑ% пурӑнмалли ҫурт-йӗр, тирпей-илем кӗртесси, социаллӑ пулӑшу мерисем. Ҫак ыйтусемпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем те куллен ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсем шантарнине мар, пурнӑҫланӑ ӗҫсене кӗтеҫҫӗ.

Олег Алексеевич ҫурхи шыв-шур пирки уйрӑммӑн  чарӑнса тӑчӗ. Кӑҫал вӑл пире тимлӗ пулма хистерӗ. Лару-тӑрӑва куллен сӑнаса тӑтӑмӑр. Пӗчӗк  йывӑрлӑхсем пулсан та ятарлӑ службӑсем вӑхӑтра та пӗлсе ӗҫленипе вӗсене пӗтерме май килчӗ. Пур ыйтусене те татса парса лару-тӑрӑва йӗркене кӗртрӗмӗр.

Тӳрӗ лини пӗтӗмлетӗвӗсене илсен, кашни енпех, пурӑнмалли ҫурт-йӗртен  пуҫласа обществӑлла  вырӑна анлӑлатас, ҫемьесене, аслӑ ӳсӗмри ҫынсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене пулӑшас  тӗлӗшпе  округра ӗҫлетпӗр.

Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче панӑ пур ыйтӑва та пӑхса тухни пӗлтерӗшлӗ. Кун пек уҫӑ диалог формачӗ проблемӑсене тупса палӑртнипе пӗрлех вӗсене хӑвӑрт татса пама та  пулӑшать.

 Муниципалитет шайӗнче те ҫак ӗҫе ҫийӗнчех пуҫӑнса ҫынсемпе яланах ҫыхӑнура пуласси — пирӗн тӗллев. Ҫавӑн пек пулсан ҫеҫ халӑх хӑйӗн кулленхи пурнӑҫӗнче чӑн-чӑн улшӑнусене туйӗ».

Юрий ГАВРИЛОВ

хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *