Чӑваш Енре «Ӑҫта вилӗм сутнине пӗлтер» акци пуҫланнӑ.
Наркотиксене хирӗҫ кампанин пӗрремӗш тапхӑрӗ ҫулсерен апрелӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 1-мӗшӗччен иртет. Унӑн тӗллевӗ — ҫынсене хӑйсен ялӗнчи, хулинчи хӑрушсӑрлӑх ҫине витӗм кӳме май парасси.
Ҫак кунсенче полици ӗҫченӗсем ӑҫта та пулин наркотиксем сутни е вӗсемпе усӑ курни ҫинчен калакан информацие йышӑнса оперативлӑ майпа тӗрӗслеҫҫӗ, ҫийӗнчех мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Ку ӗҫе вырӑнти хӑйтытӑмлӑхпа влаҫ органӗсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Ҫамрӑксем пуҫтарӑнакан вырӑнсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сиенлӗ контент вырнаҫтаракан интернет-страницӑсене те тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах саккуна хирӗҫ наркотиксемпе сутӑ тӑвас ӗҫе явӑҫтарни мӗн патне илсе пыни ҫинчен пӗлтерсе ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче ӑнлантару ӗҫӗ те ирттереҫҫӗ.
Енчен те эсир ӑҫта та пулин наркотиксемпе сутӑ туни ҫинчен пӗлетӗр пулсан, 102 номерпе шӑнкӑравласа е @antidiler21bot телеграм бота ҫырса анонимлӑ майпа пӗлтерме пултаратӑр. Наркотик саракансене мӗн чухлӗ маларах тупма май пулать, вӗсем ҫавӑн чухлӗ сахалрах сиен кӳме ӗлкӗреҫҫӗ.
Сергей ЛАСТОЧКИН.

