Калав
Мария Петровская-Петрова
(Малалли).
Унтан каялла май килнĕ чухне ялан тенĕ пекех пĕр автобус çине лекеттĕмĕр. Пĕррехинче юнашар ларма лекрĕ пире. «Эсир манăн ĕмĕтри пике. Сирĕнпе çывăхрах паллашма юрать-и?» — ыйтрĕ вăл манран. Килĕшни çинчен пĕлтерсе пуçа сĕлтрĕм. Çак кунран пуçласа кашни канмалли кунсене пĕрле ирттерме пуçларăмăр. Часах хам йывăр çын пулнине пĕлтĕм. Черетлĕ канмалли кун çитсен çак хыпара Тольăна пĕлтертĕм, вăл питĕ савăнчĕ, пĕрле пурăнма ыйтрĕ. Икĕ çул хушшинче кермен пек çурт хăпартрăмăр. Соня çуралсан унран лайăх ашшĕ те тупма çукчĕ пулĕ. Пур ĕçре те пулăшатчĕ мана. Маншăн вăл чи хаклă та юратнă çын пулса тăчĕ. Тепĕр икĕ çултан кĕçĕн хĕр ача, Таня, çут тĕнчене килчĕ.
— Эпĕ ниепле те ăнланма пултараймастăп. Толя сирĕнпе канмалли кунсенче çеç пулнă вĕт-ха, ытти пилĕк кунне пирĕнпе ирттернĕ. Çакна мĕнле ăнлантарса панă вăл сире? Е ку ыйтăва тапратман та-и эсир? Эрни-эрнипе пурăннисем пулнă-и унăн? — пĕлесшĕн пулчĕ Нина Петровна. «Манăн анне чирлĕ. Эпĕ ăна хăйне пĕччен хăварма пултараймастăп. Кăнтăрла кăштăртатса çỹрет-ха, кỹршĕ хĕрарăмĕ каçса пăхса тăрать. Каçхине хăйне япăх туйнăран ун çумĕнче çын пулмалла. Сан пата шăматкунпа вырсарникунсенче çеç килеетĕп. Çак кунсенче анне патĕнче йăмăк пулать», — ăнлантарчĕ мана Толя пĕрле пурăнма пуçласанах. Каярахпа икĕ уйăхра пĕрре вунă кунлăха пурăнма килетчĕ, амăшне йăмăкĕпе хăварнине калатчĕ.
— Икĕ ачаллă пулсан та Тольăпа çырăнас шухăш пулмарĕ-и сирĕн?
— Пĕрре çеç мар тапратнă эпĕ ку ыйтăва. «Халĕ пирĕн çĕршывра нумайăшĕ хут уйăрттармасăрах пурăнаççĕ. Паспорт çинчи штамп ниме те пĕлтермест», — тетчĕ.
— Сирĕн ачăрсем камăн хушамачĕпе çỹреççĕ?
— Хамăннипе, паллах, ашшĕ ячĕсем — Тольăн. Вун пилĕк çул пĕрле пурăннă хыççăн тĕрĕссине каларĕ вăл мана.
— Марина, эпир иксĕмĕр санпа çырăнаймастпăр. Манăн арăмпа хĕр ача пур. Эрнери пилĕк куна эпĕ вĕсемпе ирттеретĕп, аннепе мар. Эпĕ аннепе пурăнатăп тесе суйнă сана. Арăмран уйрăлма пултараймастăп. Лайăх çын вăл, ырату кỹрейместĕп эпĕ ăна. Каçар мана çак тарана çитсе те тĕрĕссине каламаншăн, — терĕ айăплăн мана куçран пăхса. Тĕлĕннипе чутах йăванса каяттăмччĕ. Пăртакран: «Эсĕ çак таранччен икĕ çемьепе пурăннă-им? Арăму куçĕнчен мĕнле пăхатăн? Ним пулман пекех пурăнма мĕнле пултаратăн?» — кăшкăрнă пекех илтĕнчĕ манăн сасă.
— Яланах çакăн пек пурăнас тетĕн-и эсĕ? Кала, икĕ çемьерен хăшне суйласа илетĕн? — ыйтрăм кăштах лăпланса. Вăл икĕ арăмне те, виçĕ хĕр ачине те пĕр пекех юратнине пĕлтерчĕ. «Питĕ айăплă эпĕ сирĕн умăрта. Нинăна ниепле те чăнлăха уçса параймастăп. Эпир унпа çак тарана çитсе пĕрре те вăрçăнман. Юлашки çулсенче чĕре ыратма пуçларĕ. Тен, пурăнмалли нумаях та юлмарĕ пулĕ. Халал хучĕсем çыртăм. Нинăна хулари виçĕ пỹлĕмлĕ хваттере халалларăм. Халь пурăнакан çурта малтанах сан çине çыртарнă. Перекет банкĕнчи икĕ миллион укçана Нинăпа иксĕрĕн пайласа илмелле пулать. Халал хучĕ çинче кăтартрăм», — терĕ шухăшлăн. Унтан çапла хушса хучĕ: «Танюша умĕнче те айăп пысăк манăн. Çынла мар пурăннăран чирлĕ çуралчĕ пулĕ. Операци тунă хыççăн чирĕ иртессе шантарсах каларĕç врачсем. 2 миллион та 500 пин тенкĕ çилпе вĕçсе каймасть, хĕр ачăр сывалатех терĕç. Пурте лайăх пулать, Марина», — лăплантарчĕ мана Толя. Çак калаçу пулса иртнĕ хыççăн тепĕр эрнерен ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Вилнĕ кун ман пата килчĕ вăл. Чĕри ыратни пирки пĕлтерчĕ. Тỹрех «Васкавлă пулăшу» машинипе хула больницине кайрăмăр. Çул çинче тăнне çухатрĕ. Врачсем тем пек тăрăшсан та çăлса хăвараймарĕç ăна. Усал хыпара эпĕ пĕлтертĕм сире больницăран.
— Сирĕн хĕрĕр мĕнпе чирлĕ çуралнă? Операцине хăш уйăхра тунă? Халĕ хăйне мĕнле туять? — кăсăкланчĕ хĕр ача сывлăхĕпе Нина Петровна.
— Тỹлевлĕ операци кăçалхи ака уйăхĕнче Санкт-Петербург хулинче иртрĕ. Хăйне аван туять. Чĕри ыратнине шарламасть. Врачсем витаминлă апат-çимĕç, улма-çырла çитерме хушаççĕ. Фельдшерăн ĕç укçипе мĕнех илме пулать-ши паянхи вăхăтра? Икĕ эрне каялла тепĕр ĕçе вырнаçрăм. Унта та ĕç укçи нумаях мар. Толя вилнĕренпе пурнăçа аран-аран саплаштарса пыратпăр, — пăшăрханчĕ Марина Гавриловна.
— Сирĕн хĕр ачасем миçе çулта? Телефон çинче сăн ỹкерчĕксем пур-и? — ыйтрĕ Нина Петровна.

