Вторник, 13 октября

Хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ

Уй-хир халӗ  шап-шур юр ӑшӗнче. Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, унта хӗрӳ ӗҫсем пуҫланӗҫ. Округра ял хуҫалӑхӗпе ӗҫлекен 21 организаци, хресченпе фермер 74 хуҫалӑхӗ, ял хуҫалӑх потребителӗсен 12 кооперативӗ шутланса тӑрать. Кунсӑр пуҫне 9 пин ытла уйрӑм ҫынсен хуҫалӑхӗ выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫӗр ӗҫӗпе тӑрӑшать. Ака-суха ӗҫӗсем пуҫланиччен вӑхӑт аванах пур  пулин те вӗсенче  ҫуракине хатӗрленме пуҫланӑ та ӗнтӗ.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсене илсен вӗсем минераллӑ удобренисем туянаҫҫӗ. Хальлӗхе  усӑллӑ япаласен шайӗпе шутласан 840 тонна минераллӑ удобрени пур.  Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем  вӗсене илсе килес енӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ.

Пулас тухӑҫ никӗсӗ вӑл — пахалӑхлӑ вӑрлӑх. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 2 пин те 982 тонна  вӑрлӑха тӗрӗслеттернӗ. Унтан 280 тонни элита, 2650 тонни репродукциллӗ пулнӑ.  «Россельхозцентр» филиалӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх тӗрӗслеттернӗ вӑрлӑх 100 проценчӗпех акма юрӑхлӑ кондициллӗ.

Иртнӗ ҫул округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 1798 гектар ҫине кӗр тыррисем акса хӑварнӑ. Вӗсем, «Россельхозцентр» филиалӗн ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, япӑх мар хӗл каҫаҫҫӗ.

Округра уй-хир культурисем 22870 гектар йышӑнмалла. Вӗсенчен 12950 гектарӗ ҫинче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем туса илмелле. Маларах палӑртнӑ тӑрӑх 7620 гектар лаптӑк ҫинче выльӑх апачлӗх культурӑсем, 1560 гектар ҫинче техникӑлла культурӑсем пулмалла. 670 гектар ҫӗрулми лартса хӑварма палӑртнӑ. Пахча ҫимӗҫ 70 гектар лаптӑк йышӑнӗ.

Уй-хирти ӗҫсене мӗнле туса ирттересси техникӑран нумай килет. Пирӗн округра тӗрлӗ маркӑллӑ 238 трактор, тырпул пуҫтарса илмелли 60 комбайн, выльӑх апачӗ пуҫтармалли 19 комбайн, ҫӗрулми пуҫтармалли 10 комбайн шутланса тӑрать. Кунсӑр пуҫне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче кӑкарса ӗҫлемелли ытти ҫӗнӗ йышши агрегатсем те пур. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем мӗн пултарнӑ таран машинӑпа техника паркне ҫӗнетсе пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Округра мартӑн 20-мӗшӗнчен ҫулсеренех иртекен  тракторсен техника тӗрӗслевӗ пуҫланать.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсене ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем ирттерме 428 тонна дизель топливи, 72 тонна бензин кирлӗ пулать. Хальлӗхе пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче кирлин 51 проценчӗ чухлӗ ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем пур. Хӗрӳ тапхӑр пуҫланиччен вӗсене ҫителӗклӗ хатӗрлесе хурас енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Округри ҫӗр ӗҫченӗсем иртнӗ ҫул уй-хиртен япӑх мар тухӑҫ илнӗччӗ. Кӑҫал та ака-суха ӗҫӗсене тӗплӗн хатӗрленсе ҫитсе вӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ ирттерсе ярасса шанас килет.

Минзаит Зайнуллин,

ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *