Февралӗн 6-мӗшӗнчен округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче халӑх пухӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Чи малтан вӑл Асанкасси территори уйрӑмӗнче иртрӗ. Ҫав пухусенче ялсенче пурӑнакансем пӗрле пуҫтарӑнса иртнӗ ҫулхи ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухаҫҫӗ, кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртаҫҫӗ, пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ…
Асанкассинчи пухӑва территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н.Н.Карпов уҫрӗ. Малтанах вӑл ялпа тата унӑн инфраструктурипе ҫыхӑннӑ цифрӑсемпе паллаштарчӗ. Ку территори уйрӑмӗ пӗр ялтан анчах тӑрать. Унта 427 хуҫалӑх шутланать. Ҫапла, шутланса тӑрать ҫеҫ. 85-ӗшӗнче никам та пурӑнмасть. Ҫамрӑксем хушшинче яла юлакансем сахал. Ку пӗр Асанкасси ялӗнче ҫеҫ мар, округри, республикӑри чылай вырӑнта сисӗнет.
Асанкасси ялӗнче 852 ҫын шутланса тӑрать. Ку пысӑк йыш темелле. Шел пулин те, вӗсем хушшинче, чылай ҫӗрти пекех, «пропискӑра» ҫеҫ тӑракансем те пур. Ӗҫлекен ӳсӗмри ҫынсем 279 ҫын шутланаҫҫӗ. Вӗсене, паллах, пурне те ялти «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ, социаллӑ-культурӑллӑ объектсем ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтереймеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та нумайӑшӗ тӗрлӗ вырӑнсене ӗҫлеме ҫӳрет.
Демографиллӗ лару-тӑрӑва илсен, пӗлтӗр 9 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 3 ача ҫуралнӑ, 16 ҫын вилнӗ. Цифрӑсем ялти лару-тӑрӑва хӑйсемех каласа параҫҫӗ. Ял ватӑлса пырать. Ялти шкулта 63 ача пӗлӳ илет, 12 ача шкул ҫулне ҫитменнисен кӗске вӑхӑтлӑх ушкӑнне ҫӳрет. Культура ҫурчӗ, библиотека, ФАП, аптека, магазинсем, ветеринари участокӗ, почта ҫынсене социаллӑ пулӑшу парас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Николай Николаевич ял тирпейлӗхӗшӗн, тасалӑхӗшӗн халӑх ҫине тӑрса тӑрӑшнине палӑртрӗ. Субботниксемпе ытти обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пуҫаруллӑ проектсем ҫине ӑнланса пӑхаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул Октябрьская, Советская урамсене вак чул сарма май килнӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Шыв пӑрӑхӗсене юсас ӗҫсем тунӑ. Кӑҫал та пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе туллин усӑ курса палӑртнӑ проектсене ӗҫе кӗртме шутлаҫҫӗ.
Ял ҫыннисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе те нумай ӗҫ тунӑ. 120 маскировка сетки ҫыхса, окоп ҫуртисем туса, тӗрлӗ япаласем пуҫтарса ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнсене ӑсатнӑ. Ку ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ.
Кӑҫал Асанкасси ялӗ пуҫланса кайнӑранпа 420 ҫул, ялти «Ҫӑлкуҫ» ансамбле туса хунӑранпа 50 ҫул ҫитет. Ҫак юбилейсене ял-йышпа анлӑн паллӑ тума палӑртаҫҫӗ.
«Пӗр-пӗрне ӑнланса, килӗштерсе ӗҫлесен ҫеҫ эпир ял сӑн-сӑпатне улӑштарма пултарӑпӑр», — палӑртрӗ Николай Николаевич.
Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ А.Н.Бахтеров, «Асаново» ЯХПК председателӗ пулнӑ май, ял ҫыннисен ыйтӑвӗсем ҫинчен каланипе пӗрлех пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче те чарӑнса тӑчӗ. Кооператив ял пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Округри ура ҫинче ҫирӗп тӑракан хуҫалӑхсенчен пӗри пулнӑ май территори уйрӑмӗпе килӗштерсе ӗҫлесе пырать. Пуҫарусене хастар хутшӑнать. Ялти халӑхпа тӑвакан пӗр ӗҫрен те юлмасть. Хӑйӗн вӑйӗпе пушар хуралне тытса тӑниех пархатарлӑ. Халӑхран сӗт пуҫтарассине те кооператив туса пырать. Сӑмах май, ку тӑрӑхри ҫынсем 200 пуҫ ытла ӗне тытаҫҫӗ. Вӗсенчен туянакан сӗт хакне те округри ытти ялсемпе танлаштарсан пысӑкрах пама тӑрӑшаҫҫӗ. Кооператив ял халӑхне выльӑх апачӗпе те пулӑшма яланах хатӗр. Александр Николаевич депутат, хӑй те ҫак ялтах пурӑннӑ май, ял ҫыннисен нушисене лайӑх пӗлсе тӑрать. Хальхинче те вӑл пӗр касра электричество енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса парассипе ӗҫленине палӑртрӗ.
Пухура вырӑнти культура ҫурчӗн директорӗ Е.И.Маштанова, шкул директорӗ А.И.Филиппов, участокри терапевт Р.С.Муравьева сӑмахӗсене итлерӗҫ.
Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин Асанкасси тӑрӑхӗнче чӑннипех те ӗҫчен («Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ ҫӗр ӗҫ отраслӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх производствипе те округра малта пырать), юрӑ-ташӑра пултаруллӑ (2024 ҫулта Асанкасси культура ҫурчӗ «Чи лайӑххи» ята ҫӗнсе илсе гранта тивӗҫнӗ, округри пур мероприятие те хастар хутшӑнать), спортпа туслӑ (кӑҫалхи хӗллехи вӑхӑтра спорт мероприятийӗсем чи нумай йӗркеленӗ уйрӑм, тӑтӑшах спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттерекен вырӑн) пулние палӑртрӗ, малашне те ӑнӑҫусем сунчӗ. Ял халӑхӗ территори уйрӑмӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫне «лайӑх» тесе хакларӗ.
Пуху ӗҫне халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн, ял хуҫалӑх банкӗн, пушар чаҫӗн, право органӗн ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ, ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.
Юрий Гаврилов.

