Вторник, 13 октября

Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ӑшӑ туйӑм ҫуратӗҫ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Чӗчкен  территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем аякри ентешӗсене пулӑшас тӗллевпе чылай ӗҫ тунӑ. Аслӑ Чурачӑкри культура ҫуртӗнче, вӑтам шкулта, Чӗчкенти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, ял-йыш укҫа-тенкӗ пуҫтарать. В.В.Шипатов тунӑ тимӗр кӑмака та салтаксене  вырӑнлӑ пулӗ. Ҫак кунсенче вӗсем черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлесе ӑсатрӗҫ.

Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Людмила Герасимова та инҫетри ентешӗсене пулӑшас пархатарлӑ ӗҫе хапӑлласах хутшӑнать. Нумаях пулмасть вӑл салтаксем валли 10 мӑшӑр ӑшӑ чӑлха ҫыхса хатӗрленӗ. Вӗсем ҫумне пӗрер плитка шӑккалат хурса  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ярса пама илсе килчӗ. Пирӗншӗн, мирлӗ вырӑнта пурӑнакансемшӗн, ку пысӑк пулӑшу та пек туйӑнмасть пулӗ. Анчах та  хӗл кунӗсенче сивӗ окопсенчи салтаксемшӗн вӑл палӑрмаллах сисӗмлӗ. Ҫӑм нускисем салтаксен урисене ӑшӑтӗҫ ҫеҫ мар, вӗсене манманшӑн чунӗсенче те ӑшӑлӑх туйӑмӗ ҫуратӗҫ. Людмила Геннадьевна сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннӑшӑн  тав сӑмахне тивӗҫлӗ.

Чӗчкен территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшассине малалла тӑсаҫҫӗ.

Рева Жукова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *